Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Физкультурăпа спорт ĕçне - пурнăç ыйтнă шая

13 августа 2002 г.

Физкультурăпа спорт ĕçне - пурнăç ыйтнă шая

Район администрацийĕн халăх сывлăхне çирĕплетес тата физкультурăпа спорт пайĕ хăйĕн ĕçĕсене физкультурăна аталантармалли тата сывă пурнăç йĕркине çирĕплетмелли федераллă тата республикăри тĕллевлĕ программăсемпе килĕшÿллĕн туса пырать.
Çавăн пекех пирĕн тĕп задачăсенчен пĕри халăха физкультурăпа спорта ытларах явăçтарса вĕсен ку тĕлĕшри активлăхне ÿстерсе пырса пурлăхпа техника базине аталантарасси, спортра пысăк ÿсĕмсем тума резерв хатĕрлесси пулса тăрать.
Чăваш Республикинче 2003 çулччен физкультурăпа спорта, туризма, санаторипе курорт ĕçне аталантармалли тата сывă пурнăç йĕркине çирĕплетмелли тĕллевлĕ программăпа тата Чăваш Республикин “Физкультурăпа спорт çинчен” саккунĕпе килĕшÿллĕн, 2002 çулта район администрацийĕн халăх сывлăхне çирĕплетес тата физкультурăпа спорт пайĕ чылай ĕçсем туса ирттернĕ, халăх сывлăхне, сывă пурнăç йĕркине çирĕплетме, кану вăхăтне усăллă ирттерме спорт сооруженийĕсемпе ăнăçлăрах усă курнă.
Район администрацийĕ те физкультурăн социаллă пурнăçри пĕлтерĕшне лайăх ăнланать, мĕншĕн спортпа туслă пулни çын культури мĕнле шайра пулнине пĕлтерет. Физкультурăпа спорта хакламанни вара малашлăхра çынсен сывлăхĕн шайĕ, ĕмĕр вăрăмăшĕ, обществăри моральпе психологи климачĕ çинче лайăх палăрать.
Районта хальхи вăхăтра физкультурăпа спорта юратакансем валли 23 спорт залĕ, 96 спорт сооруженийĕпе площадка, пăшалтан пемелли 7 тир, 1 йĕлтĕр бази пур.
Районти Спорт çуртĕнче (вăл район администрацийĕн халăх сывлăхне çирĕплетес тата физкультурăпа спорт пайĕн балансĕ çинче тăрать) капиталлă юсав ĕçĕсем ирттернĕ хыççăн спортăн тĕрлĕ енĕпе ДЮСШ физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли, вĕренÿпе тренировка занятийĕсем иртеççĕ.
Физкультурăпа спорт тата халăх сывлăхне çирĕплетес ĕçе туса пыма шкулсенче тата ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче пĕтĕмпе 55 çын штатра тăрать. Вĕсенчен 36-шĕ - физкультура учителĕсем, 14-шĕ - тренер-преподавательсем. Вĕсенчен 49-шĕ ятарлă пĕлÿ илнĕ. Хальхи вăхăтра педуниверситетăн физкультура факультетĕнче заочнăй майпа 10 çын, очнăй майпа 8 çын вĕренеççĕ.
Физкультурăпа спорта аталантарма районта спортăн 4 тĕсĕпе федерацисем туса хунă, волейболпа (ертÿçи - “Чувашсетьгаз” ООО Муркаш районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ В.М Рубцов)* çăмăл атлетикăпа (ертÿçи - Муркаш райпо канашĕн председателĕ Б.В. Андреев)* футболпа (ертÿçи
- Мичурин яч. хис. хуçалăх председателĕ П.Ф. Серафимов) тата йĕлтĕрпе чупассипе (ертÿçи - “Ударник” хуçалăхăн Матьăк уйрăмĕн ертÿçи И.М. Шивирев). Çак федераци районта спорт мероприятийĕсене тата республикăри ăмăртусене ирттернĕ чух пулăшать. Кăçал çăмăл атлетикăпа, çуллахи спорт сезонне уçнă чух, районти çак мероприятие ирттерессине федераци ертÿçи Б.В. Андреев ертсе пынипе Муркаш райповĕ хăй çине илчĕ. Çак ырă пуçарупа районти физкультурниксемпе спортсменсем питĕ кăмăллă. Муркаш райповĕн пуçарăвне ытти федерацисем те ырласа кĕтсе илессе шанас килет.
Çулсеренех районта аталанакан спортăн 14 тĕсĕпе шкул ачисен спартакиадине ирттеретпĕр. 2001 – 2002 çулсенчи спартакиадăн çĕнтерÿçисем Муркашри вăтам тата Панклири тĕп шкулсем пулса тăчĕç. Çавăн пекех спортăн 11 тĕсĕпе ĕç çыннисен спартакиадине ирттертĕмĕр. Иртнĕ çул кăтартăвĕсемпе унта “Ударник”, “Новая Юнга”, Е. Андреев яч. хис. хуçалăхсен командисем çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Чыс та мухтав вĕсене. Çавăн пекех спартакиадăсенче Çатракассинчи, Ярапайкассинчи, Орининти вăтам, Сосновкăри тата Кашмашри тĕп шкулсен командисем лайăх кăтартусем тăваççĕ. Спорт мероприятийĕсене ирттерме районти чылай хуçалăхсенче тата предприятисенче инструктор-методистсем пур. Вĕсем те çак ĕçе пысăк активлăх кăтартаççĕ.
Вĕсен шутĕнче, Ф.А. Рылин (Ильич яч. хис. хуçалăх), А.А. Михайлов (“Новая Юнга”), Б.А. Васильев (Е. Андреев яч. хис.), т. ыт. те.
Пирĕн районта çавăн пекех республика шайĕнчи тата районти мероприятисем те çулсеренех нумай иртеççĕ, вĕсене 7 пин çын ытла хутшăнаççĕ.
В. Егорова призĕсемшĕн çăмăл атлетикăпа ăмăртусем ирттересси йăлана кĕчĕ, унта 1000 çын ытла хутшăнать. Çавăн пекех Социализмла Ĕç Геройĕ Е. Андреев призĕшĕн йĕлтĕрпе чупассипе (100 командăна яхăн хутшăнать) те çулсеренех ăмăртусем ăнăçлă иртеççĕ.
Унсăр пуçне, районта та “Оринино”, “Хлебороб”, “Нива”, “Дружба” хуçалăхсен кубокĕсемшĕн волейболла выляссипе* ирĕклĕ майпа кĕрешессипе воин-афганецсен призĕсемшĕн, Москакассинче Чечняра пулнă Кудьков призĕсемшĕн волейболла выляссипе т. ыт. те нумай ăмăртусем иртеççĕ. “Ударник” сăнавпа производство хуçалăхĕн призĕсемшĕн кăçал пĕрремĕш хут пулсан та, ăмăрту çÿллĕ шайра иртрĕ.
В. Шалтыков призĕшĕн велоспортпа çулленех ăмăртусем пулаççĕ, ăна Ильич яч. хис. хуçалăх йĕркелет.
Ачасемпе çамрăксен икĕ спорт шкулĕнче спортăн 6 тĕсĕпе 700 ытла вĕренекен хăйсен пултарулăхне аталантарса ăсталăхне ÿстереççĕ. В. Егорова ячĕпе хисепленекен ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн воспитанници Татьяна Моисеева хĕллехи биатлонпа виçĕ хутчен тĕнче чемпионки, икĕ хут Европа чемпионки пулса тăчĕ, вăл халĕ тĕнче класлă спорт мастерĕ. Кун пек тĕслĕхсем районта татах та пур. Хăвăрт утассипе Вера Соколова Раççей чемпионки, Петр Трофимов та Раççей чемпионачĕн виççĕмĕш призерĕ (тренерĕ – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерĕ А.В. Васильев). Ачасемпе çамрăксен спорт шкулне А.А. Сидюшкин ăнăçлă ертсе пырать). Кăçалхи пĕрремĕш çур çулта районта йĕлтĕрпе чупассипе 1 разрядлă 13 спортсмен, çăмăл атлетикăпа Раççейри 2 спорт мастерне (Петр Трофимов тата Вера Соколова – хăвăрт утассипе) хатĕрленĕ.
Çавăн пекех Пĕтĕм Раççейри тата республикăри ăмăртусенче пирĕн район боксерĕсемпе ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем тата йĕлтĕрçĕсем ăнăçлă хутшăнаççĕ. Манăн паян уйрăмах Сергей Черкашин, Алексей Никитин, Сергей Слепнев (бокспа), Сергей Зареев, Алексей Пожеданов (ирĕклĕ майпа кĕрешессипе), Надежда Столбова, Надежда Башкирова, Дима Романов (йĕлтĕрпе чупассипе) спортсменсене асăнас килет. Вĕренÿ çулĕн итогĕсемпе спортăн уйрăм тĕсĕсемпе лайăх кăтартусем тăвакансене районти вĕрентÿ пайĕ грамотисемпе тата призсемпе чысларĕ. Спорт ĕçне район хаçачĕпе вырăнти радио та анлăн çутатаççĕ. Хаçатра спорт ветеранĕсемпе тренерсем, фикультура учителĕсем хăйсен статйисене пичетлеççĕ, сывă пурнăç йĕркине тытса пыма сĕнеççĕ.
Паллах, пирĕн ĕçре çитменлĕхсем те пур. Пире район администрацийĕ пулăшать-ха. Анчах халăх сывлăхне çирĕплетес, спорт ĕçне активлăрах туса пырас тесен пире транспорт кирлĕ, физкультура коллективĕсемпе шкулсенче спорт инвентарĕ те çителĕксĕр. Паян чĕнсе каланипе тата сăмах панипе районти физкультурăпа спорт ĕçне мала яраймăн, укçа енчен пулăшу кирлĕ. Спонсорсем пулсан та лайăх. Çавăнпа та манăн хуçалăхсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисене, предпринимательсене пулăшма чĕнсе калас килет. Ырри ырăпах таврăнать тесе ваттисем ĕлĕкех каланă. Хăвăр патра ĕçлекенсен сывлăхĕсемшĕн тăрăшăр, спорта, физкультурăна юратакансене пулăшăр.
Юлашкинчен физкультурниксен кунĕ ячĕпе районти мĕн пур çынсене, спортсменсемпе физкультурниксене, спорт ĕçĕн активисчĕсене, спорт ветеранĕсене пурне те ăшшăн саламлатăп, спортра ăнăçусем, çирĕп сывлăх, пурнăçра телей сунатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика