Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслă çемьери пек ĕçлеççĕ

03 сентября 2003 г.

Ăратлă выльăх ĕрчетессипе специализациленекен “Передовик” хупă акционерлă обществăра вăй хуракансен паян пĕтĕм çĕр ĕçченĕ пекех вырмара тимлеççĕ. Уяр кунăн кашни сехечĕпе туллин усă курса хуçалăх хирĕсенче 5 “хир карапĕ” иртен пуçласа каçченех вырмара. 30 çул каялла 1700 çын ĕçленĕ хуçалăхра паян мĕн пур ĕçсене 145 çын пурнăçлать. - Механизаторсем çитсех каймаççĕ пулсан та, пире хамăр йышпа ĕçсене пур енлĕ тĕплĕ туса пыма кустăрмаллă тепĕр 3 трактор кирлĕ (хуçалăхра паян вĕсем - 13 единица), - пĕлтерчĕ хуçалăхри ĕç-хĕле алă тупанĕ çинчи пек куракан ертÿçĕ Н. Потряков. Уйкас Хачăк йĕтемĕ çине çитрĕмĕр. Вăхăт ирлесе пулин те, йĕтем ĕç шавĕпе тулнă ĕнтĕ. “Кĕске хушăрах йĕтем çине 300 тоннăна яхăн çĕнĕ тырă килчĕ.Вĕсене аласа типĕтессипе шăкăл-шăкăл ĕçлетпĕр”, - тет йĕтем заведующийĕ Вена Петровна Самойлова (сăн ÿкерчĕкре). Килнĕ тырăна алакансем те хăйсен ĕçне алăран кайтăр тесе çеç тумаççĕ. “Хирти кĕлетри мар, теççĕ, анчах йĕтем айне çитни те кĕлете хунипе танлашмасть”, - терĕç тырă алакансем. Светлана Феоктистова, Алина Шигалева, Денис Тимофеев, Зинаида Гаврилова (сăн ÿкерчĕкри ушкăн) йĕтем çинче яра кунах тырă алаççĕ, ăна напольнăй сушилка çинче типĕтсе кĕлете турттараççĕ. Çакăнта вĕсене Геннадий Григорьев (сăн ÿкерчĕкре) водитель автомашинăпа пулăшать. Йĕтем заведующийĕ пек вăл та 4-мĕш вырмана ĕнтĕ йĕтем çинче ирттерет. Напольнăй сушилкăпах ĕçлекенсем выльăх валиллĕх те, вăрлăхлăх та тырă типĕтеççĕ. - Çанталăка пăхса мар, ĕçлемелле. Тимлесен, тăрăшсан пулатех, - тесе ăсатрĕç пире йĕтем çинче вăй хуракансем. Хуçалăхăн кĕр кунĕсенче кăларма 30 гектар çĕр улми, 8 гектар сахăр кăшманĕ тата чылай лаптăк выльăх кăшманĕ пур.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика