Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “Çĕр ĕçĕ, манăн, юнра вырнаçнă”, -

03 сентября 2003 г.

терĕ калаçу вăхăтĕнче саккăрмĕш теçеткене çитсе пыракан Ананий Павлович Павлов. Çĕршер-пиншер çын хушшинче çиелтен пăхсан нимĕнпе те уйрăлса тăман вăтам кĕлеткеллĕ арçын пирки пĕрре пăхсах нимех те калаймăн. Эпĕ те унпа сăмах хушиччен çав шайрах пулнă. Юлташсем паллаштарчĕç те, çĕр ĕçĕ пирки калаçу пуçарчĕç те арçыннăн унччен те вырăнта тăман куçĕсене сасартăк татах вăй, хавхалану пырса кĕчĕ. Ăнсăртран та мар, 1926 çулта Чуманкасси ял администрацине кĕрекен Шарпаш ялĕнче çуралнă, ку тăрăхрах аталанса вăй илнĕ Ананий Павлович ура çине тăрса пĕрремĕш утăм тунăранпах пурнăçне çĕр ĕçĕпе çыхăнтарнă. “Çăмăл çул мар, анчах пурсăмăр та çĕр çинче пурăнатпăр вĕт. Апла пулсан ăна та пăхмалла, унпа та ĕçлемелле. Çакна ачаллах ăнланса илсе ĕç ĕмĕрĕн ытларах пайне çĕр-аннемĕрпе çыхăнтартăм. Паян çав çул-йĕршĕн пĕрре те ÿпкелешместĕп. Сăлтавĕ те çук: çĕр çинче чуна парса ĕçлерĕм, хам вăйпа мĕн тума пултарнине пурнăçларăм”, - терĕ А. Павлов чунне уçма пуçланă май. Каламалла, 80 çула çывхарса пыракан арçын (çак çулсенчи вăр-варлăхне курса ăна старик тееймĕн) хăйĕн çак çулĕсене çăмăлпах витĕр утса тухман. Унăн куçĕ умĕнчех ял çыннисем çурлапа тырă вырнă, пĕрлешÿллĕ хуçалăхсене пĕрлешсе ял хуçалăхне аталантарнă, иккĕмĕш тĕнче вăрçинче мирлĕ пурнăçа хÿтĕленĕ, çĕр ĕçне наука пĕлĕвне явăçтарнă, ял хуçалăхне механизацилеме хутшăннă, обществăлла ĕçре хастарлăх кăтартнă. - Ялта çуралса ÿснĕскерĕн çĕр ĕçĕ тăтăшах куç умĕнчеччĕ. Ял хуçалăхĕнче ырă улшăнусем пуçланни кунта та ятарлă пĕлÿсĕр май çуккине кăтартса пачĕ. Çак агрономи ĕçĕн пуçламăшĕ пулчĕ ĕнтĕ, - тет иртнине аса илсе Ананий Павлович. Анчах çак çул çине тăма та малашлăха талпăнаканскершĕн çăмăлах пулман: 1943 çулта вунçиччĕри çамрăка Совет Çарне илеççĕ, вăл милитаристла Японие çапса аркатнă çĕре хутшăнать. Тăван Çĕршыв ирĕклĕхне хÿтĕленĕскер çартан таврăнсан (1950 çулта) тепĕр çулнех хăйĕн çамрăклăхри тĕллевне пурнăçлама Шупашкара агронома вĕренме каять. Пĕлÿ илсе яла таврăнсан колхоз ертÿçисемпе ял халăхĕ ăна уй-хир бригадине ертсе пыма шанаççĕ. Кунта вăй хунă хыççăн пĕр хушă Ананий Павлович Пачкассинчи сысна фермине ертсе пырать. Ачаран ĕçе юратса ÿснĕскер хăйне шаннине пур çĕрте те мала кăларса ĕçпе çирĕплетсе пырать. Çакна курса пултаруллă ĕçчене унăн пĕлĕвĕ пуррине шута илсе 1962 çулта агроном тилхепине тыттараççĕ. Ку ĕçре вăл пĕр улшăнмасăр 13 çул тимлет. Ăнăçсăр та мар. Тăватă çул хушшинче хуçалăхра тыр-пул тухăçĕ икĕ хут ÿсет. Çак кăтартăва пысăка хурса хакласа правительство А. Павлова Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăлать, 1966, 1967 çулсенче ăна “Тулăх тыр-пул маçтăрĕ”, 1968 çулта “Тулăх кукуруза маçтăрĕ” ятсем параççĕ. Ял хуçалăх ÿсĕмĕн пĕр енĕ - паха вăрлăх. Çакă паян çеç мар, 30-40 çул каялла та алă тупанĕ çинчи пекех паллă пулнă. Çакна пĕлсе тăрсах Ананий Павлович Павлов ĕçлекен Чапаев яч. хис. хуçалăх çав çулсенче пĕрре çеç мар патшалăха 100 проценчĕпех сортлă вăрлăх панă, хуçалăхра те тыр-пул тухăçне çÿллĕ шайра тытса пынă. - Юлашки пĕр 10-15 çулта пирĕн хуçалăхра ертÿçĕсем тăтăш улшăнни малалла утăмлассине хавшатрĕ. Паянхи ĕçсене пăхатăп та (хуçалăх ертÿçи П. Ефимов) Чапаев ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕ унчченхи шайсене тапаланни курăнать. Çапла пултăрччĕ те, - терĕ ватă агроном Ананий Павлович Павлов. Шутлатăн та, çакăн пек тăрăшуллă агрономсем (вĕсем паян та пур-ха) хуçалăхсенче ытларах пулсан, ял пурнăçĕ те çĕнелĕ, хресчен пурнăçĕ те йывăрлăхран тухса малалла утăмлĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика