Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялăн пур урамĕнче те çут çанталăк газĕ çунать

01 августа 2003 г.

Пирĕн районта çут çанталăк газĕпе усă курман ялсен шучĕ чаксах пырать. Акă, августăн 26-мĕшĕнче К. Иванов яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативне кĕрекен Ятман ялĕнчи юлашки урама та çут çанталăк газĕ пырса çитрĕ. Ятман ялĕ лаптăкĕпе сарлака, анчах урамĕсем пурте пĕр тан вырăнта ларманран газ пăрăхĕсем пурин патне те тÿрех çитеймен. "Нагорная" урам çÿллĕ вырăнта вырнаçнăран унта çак таранччен çут çанталăк газне илсе çитереймен. Урамра 20 кил патне кăна пулсан та кунта пурăнакансем çакăн пек ырлăх çитнĕшĕн чĕререн хĕпĕртени çав тери палăрчĕ. Вĕсене çак пулăмпа кунта килнĕ ял администрацийĕн пуçлăхĕ А.Ф. Корнеева тата район администрацийĕн газ кĕртессипе ĕçлекен тĕп специалисчĕ Н.Ф. Коннов саламларĕç. Газ кĕртес ĕçре нумай тимлекенсем - Елена Романовнăпа унăн мăшăрĕ Виталий Дмитриевич Ильинсем хăйсен килĕнче ыттисенчен малтан газ çулăмне курма чыслă пулчĕç. Вĕсемпе юнашар килсенче те, кирлĕ ĕçсене йăлтах пурнăĕласа пĕтернисем, çак ырлăхпа, çывăх кунсенчех усă курма пуçлаççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика