Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ĕçсен эстафети

01 сентября 2003 г.

Республикăри район центрĕсенче хĕрÿ тапхăр - Павел Семеновăн социаллă программисен центрĕсен филиалĕсем уçăлаççĕ(СПЦ). Вĕсен географийĕ кунран-кун анланса пырать. Часах специалистсем Центрăн пур 20 филиалĕнче те халăха йышăнма пуçлаççĕ. Тÿрех каласа хăварар, вĕсем хальхи социаллă пулăшу тытăмне улăштармаççĕ, ваттисен, инвалидсен çурчĕсен тата ача интерначĕсен ĕçне пурнăçламаççĕ. СПЦ - Павел Семенов депутат йĕркеленĕ обществăлла фонд. Вăл халăха адреслă пулăшу парать, наци культурине, массăллă спорта çÿллĕрех шая çĕклеме çул уçать, сывă пурнăç йĕркине, аннелĕхпе ачалăха хÿтĕлет, çавăн пекех ял çыннисене тÿлевсĕр юридици пулăшăвĕ парать. Патшалăх Канашĕн депутачĕ тата пысăк предприяти ертÿçи пулнă май Павел Семенов ыркăмăлăха, вăрçăпа ĕç ветеранĕсене, пенсионерсене, обществăлла организацисене пулăшас тĕлĕшпе пысăк тимлĕх уйăрать. Центра уçни ăна Павел Владимирович хăйĕн суйлав округĕнче ĕçленипе çеç çырлахса ларасшăн мар, социаллă программăсене пĕтĕм республикăпа сарма май парать. Паян Центр йĕркеленĕ “Çĕр пин юрă çĕршывĕнче”, “Кашни яла - спорт”, “Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн” социаллă пурнăçпа культура акцийĕсене, “Чăваш Енĕм - тăван килĕм” ÿкерчĕксен конкурсне нумайăшĕ пĕлет. Акă, чăваш эстрада çăлтăрĕсенех илер. Вĕсем ял çыннисене 150 ытла концертпа савăнтарма ĕлкĕрчĕç. Çакă палăртнин çурри çеç. Стиадионсемпе спорт площадкисенче, кĕрешÿ кавирĕсем çинче 100 ытла тĕрлĕ ăмăрту ирттернĕ. “Телейлĕ ачалăх” программăна пурнăçа кĕртнĕ май пултаруллă ачасене, инвалид-ачасене, шкул тата шкул çулне çитмен çамрăк ăрăва воспитани паракан организацисене пысăк пулăшу кÿнĕ. “Сывлăх” программăпа килĕшÿллĕн республикăри хăш-пĕр пульницăсем эмелсем упрамашкăн сивĕтмелли оборудованисемпе пуянланнă. Канашри тĕп пульницăна вара депутат паянхи куна тивĕçтерекен реанимаци оборудовани вырнаçтарнă ятарлă, “Газель” автомобиль панă. Çавăн пекек ял чиркĕвĕсене, мечĕтсене юсаса çĕнетме укçа-тенкĕ уйăрнă. Ыркăмăллăх Етĕрне районĕчи Хучаш ял территорине кĕрекен Лапракасси ялĕнче юсав ĕçĕсем хыççăн фельдшер-акушер пункчĕ çĕнĕрен ĕçлеме пуçларĕ. Унччен Нина Сапожникова заведующийĕн чирлисене юхăннă пÿлĕмсенче йышăнма тивнĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Павел Семенов вырăнти халăхпа тĕл пулса калаçнă, вĕсен терт-нушисемпе паллашнă хыççăн лапракассисене пулăшма шантарнă. Депутат сăмахне çилпе вĕçтермен. Сывлăха сыхлас ĕç Павел Владимировичăн социаллă программисен йышне кĕрет. Çавна май çу пуçламăшĕнче строительсем медпункта шал енчен тĕпренех юсама пуçланă. Нумаях пулмасть электриксем электричество пралукĕсен тытăмне çĕнетсе улăштарнă. Халĕ паянхи куна тивĕçтерекен чи лайăх медицина оборудованийĕсене вырнаçтарма май пур.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика