Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парк территоринче талккишпех тимĕр-тăмăр

27 августа 2003 г.

Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствипе Шалти ĕçсен министерствин пĕрлехи приказĕпе килĕшÿллĕн август уйăхĕнче республикăра “Трактор” профилактика операцийĕ уйăхлăх иртет. Çулталăк каялла çак тĕрĕслевре республикăра регистраци правилисене пăсса усă курнă 113, техосмотр тăман 552, тракторист удостоверенийĕсĕр 162 механизатора, регистраци докуменчĕсемсĕр 169, патшалăх регистраци паллисемсĕр 108, çул-йĕр правилисене хирĕçлекен юсавсăрлăхсемпе ĕçлекен 764 трактора, хăй тĕллĕн çÿрекен машинăсене тата прицепсене тытса чарнă. Вĕсем тĕлĕшпе хуçалăхсен, организацисен ертÿçисене 496 предписани, 78,1 пин тенкĕлĕх штраф панă. Çак ÿкерчĕк кашнинех шухăшлаттармалла, анчах... Çак эрнере пирĕн районта “Трактор” операцие ирттернĕ çĕре Шупашкар районĕнчи патшалăх техника надзор инспекцийĕн пуçлăхĕ Валериан Семенович Михайлов, Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин механизаципе электрификаци управленийĕн ертсе пыракан специалисчĕ Петр Андреевич Макаров пулчĕç. Вĕсем районти патшалăх техника надзор инспекцийĕн пуçлăхĕпе Сергей Александрович Николаевпа кашни пĕрлешÿллĕ хуçалăх е организаци, ял администраци территорийĕсенех çитсе курчĕç, вырăнти çитменлĕхсемпе, трактор-тавраш çине епле пăхнипе, çанталăк условиăĕсем каярах хăварчĕç пулсан та, хуçалăхсенче вырмана тата ытти кĕрхи ĕçсене епле хатĕрленнипе палашрĕç. Пĕчĕк çитменлĕхсем... Журналист тивĕçĕсемпе çак операцире икĕ кун çÿренĕ май ĕçлекен тракторсемпе прицепсен, хăй тĕллĕн çÿрекен ытти ял хуçалăх техникин çитменлĕхсем чылай пулни, вĕсен хуçисем - трактористсемпе инженерсем - нумай кăлтăк çине алă сулни курăнчĕ. Акă, “Оринино” хуçалăхăн трактор паркне кĕнĕ чух “ДОН-1500” ĕçе тухма тăнăччĕ. Анчах 3 кун малтанах районти Гостехнадзор инспекцийĕн пуçлăхĕ С. Николаев жаткăн тĕревĕ пулмалли çинчен асăрхаттарнине пăхмасăрах механизаторсем ăна вырнаçтарманччĕ. Çавна пула “хир карапĕн” парка таврăнма тиврĕ. Кунта пĕр ырă мар тĕслĕхе илни те пуриншĕн урок пулмалла: нумаях пулмасть Вăрнарти аш-какай комбинатĕнче асăннă тĕрев пулманран юсав ĕçне пуçăннă механизатор жатка айне пулса пурнăçран уйрăлнă. Курăнать ĕнтĕ, çав тĕреве вырнаçтармалли темиçе минута перекетлесе çын пурнăçне çухататпăр. “Трактор” операци пулнăран. “Передовик” хуçалăхра П. Михайлов тракторист МТЗ-82 тракторпа ĕçлемен блокировка системисĕрех, юсавсăр электрооборудованиллĕ прицеппах, юсавсăр тормозпах, прицепа страхлакан сăнчăрпа кукармасăр фермăна симĕс масса турттарнине куртăмăр. Асăннă кăлтăксене пĕчĕккĕ тесе калаймăн. Хĕрÿ ĕççи вăхăчĕ. Хуçалăхсен ĕçченĕсем уяр кунăн кашни саманчĕпе туллин усă курма тăрăшаççĕ. Çапах çакă йĕркене пăсмаллине пĕлтермест. Тĕслĕхрен, “Сундырский” хуçалăхра И. Степанов хăйне çирĕплетсе панă МТЗ-80 тракторпа утă тавăрнă çĕрте ĕçлет. Ĕçрен пушансан рулонлă утăна ферма çывăхне турттарать. Çапла хĕрÿ ĕçлесе вăл пирĕн ума хăйĕн мар прицепа туртса тухнăскер тĕл пулчĕ. Двигателе çума вăхăт тупайманран тата ытти вак-тĕвексемшĕн механизатор асăрхаттару илчĕ. “Волгодорстрой” акционерлă обществăн пирĕн районта çул тăвассипе ĕçлекен Т-150 тракторĕ вара (механизаторĕ В. Алексеев) Тренккăран Тойкильтĕне “пĕчĕк” юсавсăр тракторпах куçма шутланă: руль управленийĕнчи “пĕчĕк” кăлтăкшăн ун тĕлĕшпе протокол çырма тиврĕ. Çапла вара çул çине юсавсăр техника тухни ача вăййи мар. Ишелкассинче пурăнакан В. Степанов та Мускав-Хусан автоçул çине техника тĕрĕслевĕ тăмасăрах çĕр улми сутма тухнă, тĕрĕслеве кайма укçа кирлĕ тенĕ пулас. “Передовик” хуçалăхăн механизаторĕ В. Христофоров та блокировка çумĕнчи клеммĕне вĕçертнĕ. Уншăн трактор ĕçлет, анчах... вăл çын çине кĕрсе каяс пулсан... “Судьба”, - тет ун çинчен сăмаха пăрма тăрăшса В. Христофоров. Манас марччĕ, шăпине хамăр тăватпăр, кайран макăратпăр. “Юнга” агрофирмăна çитсен пурин те чун хуçăлчĕ. Кунта пĕр трактор та техника тĕрĕслевне тăман, “хир карапĕсем” те ĕçе тухма ирĕк илмен. 9 комбайнран инженер сăмахĕпе 6-шĕ çеç ĕçе тухаççĕ, юсавлисен ретне вара 3-шĕ çеç “сулăннăччĕ”. “Комбайнсем çинче сăнчăрсем çук, аккумуляторсем лартман, топливон шăрши те палăрмасть, календарьте вара августăн 3-мĕш вунă кунлăхĕ пуçланчĕ. “Вырма пирки çапла шутлаççĕ-и;” - ыйту пачĕ ЧР Ял хуçалăх министерствин ĕçченĕ П. Макаров хуçалăх ертÿçине В. Соколова. Хирĕçле шат та пат татса каланă хурав пулмарĕ. Хуçалăхăн тĕп инженерĕ А. Илугин районта ытти хуçалăхсем пурте вырмана тухни е тухманнипе пирĕнтен интересленни те шухăшлаттарать, “Нивушлĕ эпир хамăрăн хыçалти пĕрремĕш вырăна ыттисене парăпăр-и;” - тенĕнех туйăнать. Çав вăхăтрах агрофирмăн 4-мĕш уй-хир бригадин бригадирĕ Н. Михайлов паркрах 50 гектар çинчи клевера епле çулмалли çинчен пуç ватать: йĕри-тавра техника ларать, анчах усси çук-мĕн. “Сеятель” ял хуçалăх производство кооперативне çитсен кунта вырмана тухма хатĕрленсе ĕçлени кăмăла çемçетрĕ. Хуçалăх ертÿçи Н. Антонов та механизаторсемпе юсавçăсем патĕнчен татăлмасть. Хуçалăхра 4 “хир карапĕ” вырмана тухмалла. Вĕсенчен эпир пынă кун тĕлне “Дон-1500” çеç хатĕр майлăччĕ. Ыттисем патĕнче хатĕрлев ĕçĕсем пыратчĕç. Кунта вара списать тунă комбайн “пĕчĕк пушмаксем” çинче ларни ĕç хăрушсăрлăхĕ пирки шутласах кайманнине кăтартрĕ. Пирĕн умах парка МТЗ-80 тракторпа пырса кĕнĕ Р. Прохоров та хăйĕн техники çине çиелтен пăхать пулас: тракторăн фарăсем, пăрăннине кăтартакан çутăсем çук, каллех блокировка системи ĕçлемест, трактористăн çумра удостоверени те çук. Вăт çапла ĕçлетпĕр. Камшăн; Хамăршăн! Ĕç хăрушсăрлăхĕ те хамăрах кирлĕ. Иртнĕ çул тракторсен блокировка системи ĕçлеменрен республикăра 5 механизатор пурнăçран уйрăлнă. Кунашкал тĕслĕх Муркашри чăх-чĕп фабрикинче те пулнăччĕ. Çакна механизаторсем те, инженерсем те пĕлмеççĕ мар, анчах ку ыйту çине тимлĕх сахал уйăраççĕ. Кайран вара... “Чемеево” хуçалăха çитсен (14 сехет иртнĕччĕ ĕнтĕ) машинăпа трактор паркĕнче шăплăх хуçаланатчĕ. Вырмана хутшăнмалли 4 “хир карапĕнчен” 2-шĕ паркра курăнмастчĕç. Уйăхлăх операцие хутшăнакансем Суворов яч. хис. хуçалăха çитсен çеç чунĕсене лăплантарчĕç. Паллах, кунта та ĕçлемелли çук мар, анчах хуçалăх вырмана тухнă, комбайнсене ĕçе хатĕрлесе çитернĕ. Хуçалăх инженерĕ Р. Кузнецов ăнлантарнă тăрăх комбайнерсен ĕç тата тÿлев условийĕсене палăртнă. Хуçалăхра 1 “хир карапĕ” (хуçалăхĕпе вĕсем 6) пуçне 120 гектара майлă вырма лаптăкĕ лекет. Хуçалăх ертÿçи В. Трофимов та кашни трактор, автомашина ăçта мĕн ĕçленипе кăсăклансах тăнăран комбайнерсем те çумăрлă çанталăка пăхмасăрах юсав ĕçĕсенче тимлетчĕç. Кÿршĕллĕ “Тораево” хуçалăхра вара тракторсене паян та хутсем çинче Киров яч. хис. хуçалăхран куçарманни палăрчĕ. Парка кĕнĕ çĕртех номерсемсĕр “шаклеленнĕ” кустăрмаллă трактор ларни хуçалăхра техника тĕлĕшпе тимлĕх сахалраххине кăтартрĕ. Вырма пирки те кунта татса паман ыйтусем нумай. Турайĕнче пулнă май çакна палăртмасăр иртме май çук. Хуçалăхра вырмана хутшăнма вырăнти механизаторсем çитменрен 4 комбайн (пурĕ 5 комбайн) çинче Шупашкар районĕнчен килнĕ механизаторсем ĕçлеççĕ. “Пирĕн ĕçкĕ-çикĕ шухăшĕ çук, сулхăнра та выртас теместпĕр. Тĕллевре юсавлă “хир карапĕсемпе” уя тухса хăвăртрах вырмана вĕçлемелле”, - терĕç вĕсем пĕр шухăшлăн. Хуçалăхăн тĕп инженерĕ каланă тăрăх çак механизаторсем 7 сехетрен 21 сехетчен ĕçре. Мĕнех, кĕçех сентябрь. Умра вара вырма, кĕр аки, çĕр улми кăларасси, курăк çуласси тата выльăх апачĕ хатĕрлесси, вĕсем хыççăн выльăх кăшманĕ кăларасси, пахча çимĕç пуçтарасси. Ĕçсен калăпăшĕ пысăк. Çавăнпа та уяр кунпа туллирех те туллирех усă курма пурин те хатĕр пулмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика