Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен сывлăхне - кулленхи тимлĕх

21 июля 2003 г.

Çитĕнекен ăру сывă çитĕнтĕр тесе вĕçĕмех калаçатпăр. Шел пулин те, лару-тăру лайăхланса мар, япăх еннелле улшăнса пырать. Мĕншĕн çапла, сăлтавĕсем мĕнре - çакăн пирки сăмах пуçарать статья авторĕ. Кăçалхи ака уйăхĕн 7-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлавĕн организацийĕ (ВОЗ) сĕннипе пĕтĕм тĕнчипех сывлăх кунне ирттерчĕç. Унăн тĕп тĕллевĕпе девизĕ çапла пулчĕ: ачасемшĕн сывă услови - пулас пурнăçăн никĕсĕ. Çак куна ытларах çĕршывсенче ăнланса, вăй хурса, усă пултăр тесе тăрăшса ирттерчĕç. Анчах та, пуçа çавăрса шутласан, пĕр-икĕ кун хушшинче ирттернĕ çакăн пек ĕç-пуç нихăш енчен те тивĕçтерме пултараймастех ĕнтĕ. Ÿссе çитĕнекен ăру сывлăхĕ япăх енне сулăнма пуçлани пирĕн çĕршыва кăна мар, пĕтĕм тĕнчипех пăшăрхантарать. Çамрăк ачасен, çул çитменнисен тата яшсен сывлăхне упрасси, çирĕплетесси тата тивĕçлĕ шая кĕртесси-лартасси пирĕн çĕршывшăн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вăл наци хăрушсăрлăхĕшĕн çирĕм пĕрремĕш ĕмĕрти аталанăвĕн тĕп тытăмĕ пулса тăрать. Специалистсем, тĕрлĕ тишкерÿсем çирĕплетнĕ тăрăх, хальхи вăхăтра сывă ачасен хисепĕ пирĕн çĕршывра 4-10 процент таран çеç шутланать. Таçта аякка каяр мар, хамăр район тĕслĕхĕпех çирĕплетме пулать çакна. Акă, кăçалхи çуркунне районта 1975-1985 çулсенче çуралнă 250 çынна яхăн яшăн тĕрĕслĕхĕ (вĕсем халăх хушшинче чи сывлăхлисем пулмалла) çаплине кăтартса панă. Вĕсенчен салтака юрăхлисем ( пур енчен те сыввисем) 26,1 процент пулнă ( иртнĕ çулхи çуркунне вĕсен хисепĕ 32,7 процентпа танлашнă). Ытти кăтартусем те савăнтарсах каймаççĕ. Çак яшсен йышĕнче салтака юрăхлă, анчах сывлăхри пысăк мар çитменлĕхсем пуррисен шучĕ 8,6 процент ( иртнĕ çул 35 процент), сывлăх тĕлĕшĕнчен çителĕксĕр юрăхлисем 32,7 процент ( пĕлтĕр 25,7 процент), вăхăтлăха юрăхсăррисем 11,0 процент (пĕлтĕр 5,3 процент) чухлĕ пулнă. Çавсен шутĕнчех салтака юрăхсăррисем - 1,6 процент ( иртнĕ çул 0,8 процент). Пĕтĕмĕшле шутласан, салтака юрăхлисем 54,7 процент чухлĕ пухăнаççĕ ( пĕлтĕр - 68,2 процент). Паллах, çак кăтартусем тавра сывлăха сыхлас ĕç отраслĕнче вăй хуракансен шутласа пуçĕсене ватмалли пурах. Пытармăпăр, вĕсем енчен те çитменлĕхсем пурах-тăр кунта. Мĕн пирки “юрăхсăра” тухаççĕ пирĕн яшсем; Пĕрремĕш вырăнта шăм-шак тата сыпăнтаракан пайсен чирĕсене пула - 38,7 процент. Çавăнта тÿрĕ лапă ураллисем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Апат ирĕлтерекен органсен чирĕсемпе чирлисем 18,7 процент йышăнаççĕ, салтака каяссинчен юлаççĕ. Çине тăрсан вĕсен юсанма пулать. Шел, яшсем-çамрăксем сывлăх пирки шутламаççĕ, сиплеврен пăрăнаççĕ. Сывă амăшлăх йĕркелессине, сывă ăру çуратассине тата çамрăк ăру аталанăвне çивĕч тĕллев вырăнне хурса ĕнтĕ Раççей Сывлăх сыхлавĕн министерстви ачасен сывлăхĕ пирки ятарлă кун уйăрса тĕрлĕ ĕçсем туса ирттерчĕ. Унăн тĕллевĕ ачасен ку чухнехи сывлăхĕ пирки пĕлÿ ăнлавне йĕркелесси тата ăна аталантарасси, çирĕплетесси, сывă пурнăç йĕркине ăнланса илме пулăшасси, ачасен сывлăхне упрасси тата çирĕплетесси, çак тĕллевпе общество тимлĕхне ÿстересси тата çирĕплетесси пулчĕ те ĕнтĕ. Сывлăх кунĕпе çыхăнтарса ĕçсене малалла тăсмалла, ку вара анлă, тарăн, вăраха пыракан ĕçех пулĕччĕ. Мĕн пытармалли - ĕçĕ пурин валли те çителĕклех. Паллах, сывлăх сыхлавçисен (медиксен) тÿпи кунта пысăкрах пулмалла, çав вăхăтрах физкультурăпа спорт тĕлĕшĕнчи тивĕç те пысăк, ашшĕ-амăшĕсем тăрăшни те питĕ кирлĕ. Кĕçех шкулсенче çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланĕ. Çакăнта хускатнă ыйту тавра тăрăшни пархатарлă та сăваплă ĕç пулĕччĕ. Çитĕнекен ăрăва воспитани парасси патшалăх пĕлтерĕшлĕ задачăсенчен пĕри пулнине манас марахчĕ. Пирĕн çамрăксен шкулта вулама, çырма, шутлама вĕреннипе пĕрлех пурăнма, усăллă ĕçе хăнăхма, сывă пурнăçăн пархатарлăхĕ пирки те тарăн пĕлÿ, хăнăху пухмалла. Çамрăк ăрăва воспитани парас ĕçсем педагогсене çеç мар, обществăлла организацисене те анлăрах хутшăнма хистемелле тата чĕнмелле. Халĕ кашни пусăмра шкул ачисем санитарипе гигиена тĕлĕшĕнчен мĕнле пулăмсемпе хăнăхусем илмеллине уйрăм палăртнă. Анчах та вăл хăй тĕллĕн пулса пыманнине манар мар, çакна валли вăхăт та, вăй та пайтах уйăрмалла.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика