Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тепĕр вĕрентÿпе культура центрĕ хута кайрĕ

18 августа 2003 г.

Кĕçнерни кун патшалăх комиссийĕ Сосновкăри вĕрентÿпе культура комплексне йышăнчĕ. Ваçкасси тăрăхĕнче çĕнĕ шкул тăвас ыйту çивĕч тăнă. Сосновкăри шкул çурчĕ кивелсе юрăхсăра тухнă тесен те йăнăш мар. Çав хушăрах Ваçкассинчи Культура çурчĕ (кермен пек капмарскер) усăсăр ларнă. Шкулпа Культура çуртне пĕрлештерни строительство ĕçĕсен тăкакне чакарма çеç мар, кунта çĕнĕ вĕрентÿпе культура вучахĕ уçма май панă. Сăмах май вулакансене аса илтеретпĕр: пуçласа вĕрентÿпе культура центрĕсем пирĕн районта йĕркеленчĕç, халĕ вĕсем Турайĕнче, Атапайĕнче, Вăрманкассинче, Юнкăра питĕ ăнăçлă ĕçлеççĕ. Муркашсен опытне паян пĕтĕм Раççей вĕренет. 2002 çулхи ноябрь уйăхĕнче кунта 198 ача вĕренмелли вĕрентÿпе культура центрĕ тăвассипе ĕçсем пуçланчĕç. Культура çуртне хăйне тĕпрен юсаса çĕнетрĕç, ун çумне хушма çурт купаласа вăя кĕртрĕç. Çулталăк та иртмерĕ, çĕнĕ центр ĕçе кайрĕ. Палăртма кăмăллă, обьектри мĕн пур строительствăпа монтаж ĕçĕсене районти организацисен вăйĕпе пурнăçланă. “Моргаушская” МСО, Муркашри ПМК, “Ваюв” юлташлăх пысăк шанăçа тÿрре кăларчĕç, хăйсем ĕçлеме пултарнине кăтартса пачĕç. Районти çамрăк техниксен станцийĕ сĕтел-пуканпа тивĕçтерчĕ. Унччен уçăлнă центрсене те вĕсем тунă пахалăхлă сĕтел-пукан илем кÿрет. Вĕрентÿпе культура центрĕн çивиттийĕ айĕнче Культура çурчĕ, Н.В.Никольский музейĕ, ялпа шкулăн пĕрлештернĕ библиотеки (кунта модельлĕ библиотека уçăлмалла) вырнаçнă. Кунта шкул ачисене вĕренсе пĕлÿ пухма меллĕ, ял халăхĕшĕн вĕрентÿпе культура центрĕ иккĕмĕш кил вырăнне пуласса шанас килет. Çывăх вăхăтрах кунтах спорт залĕн çуртне купалама пуçламалла. Ваçкасси тăрăхĕсем спортпа -физкультурăпа туслине районĕпех пĕлеççĕ. ЧР вĕрентÿ министрĕн çумĕ В.В. Сапожников, патшалăх комиссийĕн ытти членĕсем пекех, строительсен ĕçне пысăка хурса хакларĕ. Çак обьект кăçал республикăра хута кайнă пĕрремĕш шкул пулнине палăртрĕ. Министр çумĕ пирĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ В.И. Вязов вĕрентÿ ĕçĕ, шкулсен пурлăхпа техника базине çирĕплетесси çине уйрăмах тимлĕ пăхнине асăнчĕ. Ăна çак енĕпе тĕллевлĕ ĕçлесе пынăшăн тав турĕ. Кун йышши вĕрентÿпе культура центрĕсем пирĕн республикăра çеç мар, Раççейĕпех сарăлма тивĕçлине палăртрĕ. В.И. Вязов район çыннисен савăнăçне пытармарĕ, кунти ачасене, халăха çĕнĕ центр парнеленĕ строительсене, ЧР Президентне Н.Ф. федорова, Правительствăна, Вĕрентÿ министерствине тав турĕ. Республикăна ертсе пыракансемпе тачă çыхăнса, ăнланса ĕçленĕрен районта çуллен пĕрер шкул хута яма май килнине палăртрĕ. Н.В. Никольский ячĕллĕ вĕрентÿпе культура центрĕ çывăх вăхăтрах официаллă уçăлмалла. Çак уява эпир пурте (Ваçкасси тăрăхĕсем анчах мар) чăтăмсăррăн кĕтетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика