Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ОЛЕГ ФЕДОТОВ комбайнера Президент та пĕлет

08 августа 2003 г.

Çу, çĕртме уйăхĕсенче çанталăк нÿрĕ тăнăран вырма ытти çулхисенчен каярах юлса килесси пурне те пăшăрхантарнăччĕ. Анчах çут çанталăкĕ сисмесĕрех йĕркене кĕрсе таврана шăрăхпа пиçĕхтерме пуçларĕ. Çавна май пăрçа тата тырă йышши культурăсен пуласлăхĕ Хăвăртланачĕ. Республикăмăрăн кăнтăр районĕсенче ырашпа пăрçана пуçтарса кĕртме пуçланă та ĕнтĕ. Чăваш Енĕн çурçĕр районĕсенче те «хир карапĕсем» кĕçех тырă пуссисене çул тытĕç. Комбайн штурвалĕ умĕнче ларакансемшĕн каллех хĕрÿ вăхăт çитет. Вырмана кĕç-вĕç тухмалли хуçалăхсенче комбайнсене йĕркене кĕртес ĕç вĕресе тăрать. Акă Муркаш районĕнчи «Оринино» хуçалăхра вăй хуракан О. Федотов та пур самантпа усă курса «Дон 1500» комбайнăн юсавлăхне тепĕр хут тĕрĕслет. «Çанталăкĕ парсан, хамăр тăрăшсан кăçал та пусăсенчи тырра лайăх пуçтарса кĕртĕпĕр. Комбайн кăштах кивĕрех пулин те пур пĕрех вăл хăйĕн ĕçне тивĕçлĕ (ванмасăр) пурнăçласса шанатăп. Кашни çулах шанăçа тÿрре кăлараканччĕ», - тет Олег Геннадьевич агрегатсен çирĕплехне пăхнă май. Муркаш тăрăхĕнче республикипе паллă комбайнерсене шутласа та пĕтереймĕн. О. Федотов та ял – йыша тĕлĕнтерме пултарнă. Виçĕм çул вăл республикăра 1 - мĕш вырăна тухнă. ЧР Президенчĕ Н. Федоров ăста механизатора холодильник парса чысланă. Иртнĕ çул та вăл 3 – мĕш вырăн йышăнса, чăваш Енри маттур комбайнерсен шутне кĕнĕ. Республикипе паллă механизатор ку çул та телей кайăкне вĕçтересшĕн мар, вырмана тĕплĕн хатĕрленет.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика