Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Учительсен пархатарлă ĕçĕ çинчен

05 августа 2003 г.

Чăваш халăх ăсчахĕ, таврапĕлÿçĕ И.Д. Вязов тăван тавралăха, ялсен ячĕсене тĕпчес енĕпе çав тери нумай ĕçленĕ. Иван Дмитриевич Вязовăн 2000 çулта “Апаш” ятлă кĕнеки пичетленсе тухнăччĕ. Унта вăл Апаш тăрăхне, унăн аваллăхне, халăх йăли-йĕркине, ялсен историйĕсене, унти паллă çынсен ĕçĕ-хĕлĕсене сăнласа панăччĕ. Пысăк интереспа паллашрăмăр ун чух çав кĕнекепе. Кĕнеке авторĕ И.Д. Вязов хăйĕн умне лартнă задачăна пурнăçлас, Апаш тăрăхĕн историне малашнехи ăрусем валли хăварас тесе çав тери нумай ĕçленĕ, сахал мар тĕпчев ĕçĕсене вуланă, ăса хывнă хăйĕн ĕçне чунтан парăннă таврапĕлÿçĕ. Халĕ акă вăл район çыннисене ним кĕтмен-туман çĕртен тепĕр савăнăç парнелерĕ. Нумаях пулмасть унăн “Дорогие имена” ятлă кĕнеки кун çути курчĕ. Муркаш районĕ Тăван çĕршыва сахал мар паллă çынсене, ученăйсене парнеленĕ. Вĕсемпе эпир чăннипех мăнаçланатпăр: Н.В. Никольский, С.М. Михайлов (Янтуш), Л.П. Сергеев тата ыт. те. Иван Дмитриевич хăй те вуншар çулсем ачасене вĕрентнĕ, директор çумĕ те, ертÿçĕ те пулса ĕçленĕ. Çавăнпа та учительсен ĕçĕ, вĕсем чăваш наукипе культурине аталантарас тĕлĕшпе хывнă тÿпе, ачасене вĕрентсе, воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларас енĕпе ырми-канми тăрăшни И.Д. Вязовшăн чуна уйрăмах çыăх. “Дорогие имена” кĕнекере вăл Муркаш çĕрĕнчи нумай учительсем çинчен тĕплĕн каласа парать. Педагогсен династийĕсем, вĕсем професси ăсталăхне мĕнле ÿстерсе пыни, вăрçă вăхăтĕнчи тата мирлĕ вăхăтри йывăр та пархатарлă ĕçĕсем вулакан умне уççăн тухса тăраççĕ кĕнекере. Ачасене вĕрентсе воспитани пани, вĕсене пĕрле коллективпа ĕçлеме хăнăхтарни, çĕнĕ шкулсем туса хута яни - пурин çинчен те вуласа пĕлме пулать кĕнекере. Иван Дмитриевич хăй те Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ, учитель-практик пулнă май, унăн пурнăçĕпе кун-çулĕ çĕршыв шăпипе уйрăлми, тÿреммĕнех çыхăннă. Çут тĕнчере этемлĕх мĕн чухлĕ пурăнать, воспитани ĕçĕ те çавăн чухлех пырать. Малтан ку тĕлĕшпе халăх педагогики пуç пулса тăнă. Ку енĕпе ытти халăхсен пекех, чăвашсен те хĕрарăмсем - ача амăшĕсем малти вырăнта тăнă. Кĕнеке авторĕ И.Д. Вязов чăвашсене чи малтанхи тапхăрта çутта кăларассишĕн тăрăшнă çынсемпе, вĕсен вĕрентÿ меслечĕсемпе те кĕскен паллаштарать. Кĕнекере Н.В. Никольскийпе унăн тăванĕсене те пĕр сыпăка халалланă. 20 ĕмĕрти вĕрентÿ ĕçĕнчи ученăйсем, тĕрлĕ ялсенчи учительсен династийĕсем, хăйсен ырă ĕçĕпе палăрнă учительсем çинчен сахал мар вуласа пĕлме пулать кĕнекере. Сăмах та çук, “Дорогие имена” кĕнеке районти учиельсемшĕн те, ученăйсемпе историксемшĕн те, кунта çырса кăтартнă учительсен тăванĕсемшĕн те, район историйĕпе, паллă çыннисемпе кăсăкланакансемшĕн те интереслĕ пулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика