Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ инкексенчен сыхланма

05 августа 2003 г.

Пурнăçра еирек хăçан та çут çанталăкра е техника тĕлĕшĕнчен тĕрлĕ инкек-синкек пуласран сыхланма, инкек пулсан пирвайхи пулăшу пама, халăха эвакуацилеме тата ыт. те васкавлăн пурнăçлама пĕлмелле. Çавăнпах ĕнтĕ район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пайĕ хуçалăхсен ертÿçисемпе, ял администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе çак темăсемпе вĕрентÿсем, практикăлла занятисем ирттерет. Малтан вĕреннине тепĕр хут аса илсе çирĕплетни те пысăк пĕлтерĕшлĕ, мĕншĕн тесен ку тĕрлĕрен чрезвычайлă лару-тăрура хăвăрт тĕрĕс йышăну тума май парать. Иртнĕ эрнере çак ĕçсене йĕркеллĕ пурнăçлама вĕренес, вĕсене тĕрĕс пурнăçлас, плансене тĕрĕслес, эвакуацин йышăну пункчĕсене йĕркелес тĕллевпе тата 2003 çулта гражданла оборона, чрезвычайлă лару-тăрусенчен асăрхаттарас тата вĕсене пĕтерес ыйтусемпе пурнăçламалли тĕп мероприятисен планĕпе килĕшÿллĕн, ял администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе вĕренÿ пулчĕ. Унăн теми:”Эвакуацин йышăну пункчĕсене йĕркелесси, эвакуацилемелли халăха йышăнма тата вырнаçтарма хатĕр пуласси”. районта кун пек йышăну пункчĕсем 19, кашни ял администрацийĕнче пĕрре выпнаçнă. Вĕсенчен пĕри - Муркаш ялĕнче, ăна районти Культура çурчĕн бази çинче йĕркеленĕ. Ку вĕренĕве ял администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе пĕрлех район администрацийĕн пайĕсемпе управленийĕсен ертÿçисем хутшăнчĕç. Вĕсем эвакуаци йышăнăвĕн комиссийĕн членĕсем пулса тăраççĕ, ăна район администрацийĕн ĕçĕсен управляющийĕ А.В. Краснов ертсе пырать. Вĕренÿ ĕçне çавăн пекех Чăваш Республикинчи Чрезвычайлă лару-тăрусен патшалăх комитечĕн представителĕ О.Н. Андреев полковник хутшăнчĕ. Çакна та палăртмалла, вĕренÿпе практикăлла занятисене кашни ял администрацийĕнчех хатĕрленнĕ, мĕншĕн тесен вĕсене кун пирки маларах пĕлтернĕ. Вĕренÿ вăхăтĕнче унта хутшăннисем эвакуациленекен çын пулни çинчен удостоверени, противогазсем, шыв, апат-çимĕç, медикаментсем тата ыт. те илнĕ. Вĕсем çавăн пекех йышăну пункчĕсенче эвакуацилемелли халăха мĕнле кĕтсе илмелли, вĕсене учета илмелли, ăçта вырнаçтармалли тата ыттиыйтусене те вĕренсе ăса хыврĕç, ĕçпе çирĕплетрĕç. Вĕрентÿ ĕçне районти Гражданла оборона начальникĕ - район администрацийĕн пуçлăхĕ В.И. Вязов та хутшăнчĕ, ертсе пычĕ. Вĕренÿ мĕн кăтартрĕ-ха; Эвакуацин йышăнăвĕн комиссийĕн ертÿçи А.В. Краснов палăртнă тăрăх, эвакуацин йышăну пункчĕн (ПЭП) пĕтĕм личнăй составĕ пвсăк ĕçсем туса ирттернĕ, вĕренĕве лайăх хатĕрленнĕ. Çак мероприятисене - халăха эвакуацилеме йышăнассине тата вырнаçтарассине мирлĕ вăхăтра ирттереççĕ, ку ĕçе пурнăçламалли йĕркене районта çирĕплетнĕ. Çакăн пек ответлă самант - чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухас пулсан, çав вăхăтра тухса тăракан мĕн пур ыйтусене татса пама районта майсем пур. Çакна иртнĕ эрнере ирттернĕ вĕренÿ тепĕр хут çирĕплетсе пачĕ. Гражданла оборона ыйтăвĕсене пурин те лайăх пĕлмелле, кашни харпăр хăйне тĕрлĕ инкек-синкекрен сыхлама пултарни, хăрушсăрлăх правилисене çирĕп пăхăнса инкек пуласран асăрханни те пурнăçра пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çавăнпа та кирек хăçан та тимлĕхе, асăрханулăха çухатар мар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика