Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кашни уяр кунпа усă курса

21 июля 2003 г.

Татти-сыпписĕр çунă çумăрсем хыççăн çанталăк уяртни кашнин кăмăлне çĕклерĕ. Хĕвеллĕ ăшă кунсенче хальхи вăхăтра пур çĕрте те хĕрÿ ĕç вĕрет. Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче те кунĕпех ĕç шавĕ лăпланмасть. Пĕрисем курăк çулаççĕ, теприсем çĕр улми речĕсене кăпкалатаççĕ, колорадо нăрринчен, фитофторăран тĕрлĕ препаратсемпе имçамлаççĕ. Виççĕмĕшĕсем вара вырма тапхăрне хатĕрленеççĕ. “Колос” ЗАОра та хальхи вăхăтра мĕн пур ĕçсене вăхăтра пурнăçлассишĕн тимлеççĕ. Эпир пынă кун, июлĕн 16-мĕшĕнче, нумай çул, пĕр çул ÿсекен курăксене çулатчĕç, сенаж хатĕрлетчĕç. Хуçалăхра тĕп агроном пулса В.В. голубев ĕçлет. Вăл март уйăхĕнче кăна ĕçлеме тытăннă, çамрăк-ха. Уй-хир ĕçĕсемпе Вячеслав Голубев хаваспах паллаштарчĕ, уйсене те çитсе курчĕ. “Колос” хуçалăхăн кăçал нумай çул ÿсекен курăксем 690 гектар лаптăк çинче. Вăл шутран 400 гектарĕ утă валли, 240 гектарĕ ешĕл масса валли, 50 гектарне вăрлăх валли уйăрнă. Кăçал пĕтĕмпе 2 пин тонна сенаж хатĕрлемелле, 900 тонна ытларах хатĕрленĕ те ĕнтĕ. Пĕр çул ÿсекен курăксем 122 гектар. Акă, эпир Кĕрекаç ялĕ çывăхĕнчи тăваттăмĕш уй-хир бригадине çитрĕмĕр. Кунта икĕ агрегат 30 гектар çинчи клевера çулса машинăсем çине сенаж валли тиеççĕ. Василий Яковлев КПИ-2,4 агрегатпа çулать. -Кăçал курăксем япăх мар, çавăнпа та лайăх çанталăкпа усă курса май килнĕ таран ытларах выльăх апачĕ хатĕрлеме тăрăшатпăр,-кăмăллăн пĕлтерет вăл. Машинăсем те кузовĕсем тулнăçемĕн улшăнсах тăраççĕ. Владимир Семенов водитель те сенаж хатĕрлеме фермăна ешĕл масса турттарать. 17 çул тимлет вăл çак ĕçре. Çавăнпах пуль яваплăха та çирĕп туйса тăрать. Хуçалăхра 5 бригада, эпир пынă кун вĕсенче çулнă çĕрте пĕтĕмпе 4 агрегат ĕçлетчĕ. Кунсăр пуçне кашни бригадăрах трактор кĕреймен вырăнсене алăпа çулассине йĕркеленĕ, утă хатĕрлеççĕ. КПИ-2,4 агрегатсемпе çулакансенчен Виталий Матвеев, Василий Яковлев лайăх ĕçлеççĕ. Михаил Краснов кĕраки валли çĕр хатĕрлет. Ешĕл масса турттарнă çĕрте Владимир Семенов, Юрий Крылов, Сергей Потрясилов водительсем тăрăшуллă. Тыр-пул пухса кĕртме те хатĕрленеççĕ хуçалăхра. Комбайнерсем çитеççĕ, вĕсене ĕç условийĕсемпе паллаштарнă. Кăçалхи вырмана “Енисей”-1200М 1 комбайн, ЗСК-5 “Нива” комбайн хутшăнать. Вĕсене юсаççĕ. Вăхăтпа тухăçлă усă курма тăрăшса хĕрÿ ĕççине хутшăнакан механизаторсене апата уя тухса çитереççĕ. Кăнтăр вăхăчĕ пулнă май “Кубань” автобуспа апат илсе килчĕç. Людмила Сылгачева повар трактористсемпе водительсене тутлă апат-çмиĕçпе сăйлать. “Çийĕр, çийĕр те татах тухăçлăрах ĕçлĕр”,-тет вăл кăмăллăн. Галина Сазонова, Юлия Мокина поварсем те кашни кун тĕрлĕ апат хатĕрлесе ĕçлекенсен кăмăлне туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ. Вĕсем иккĕшĕ те поварта 30 çула яхăн тăрăшса тем тĕрлĕ апат хатĕрлеме те хăнăхса çитнĕ. Çăкăрне те кунтах пĕçереççĕ, унăн пахалăхĕ те лайăх. Кунсерен çĕрщер тонна сенаж хатĕрлеççĕ хуçалăхра. Кашниех хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлама тăрăшать паян.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика