Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районти комбайнерсен канашлăвĕ

26 июня 2003 г.

Эсир вырмана хатĕр-и? Статья ятне кăларнă ыйту çине хуравлама районти ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕ йĕркеленĕ комбайнерсен канашлăвне пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен ертÿçисем, тĕп инженерĕсемпе агрономĕсем, “хир карапĕсен” хуçисем (механизаторсем) йышлă пухăнчĕç, май килнипе кашниех пĕр-пĕрин хатĕрленÿ ĕçĕсемпе, ĕмĕт-тĕллевĕсемпе, çĕнĕ техникăпа, специалистсен сĕнĕвĕ-канашĕсемпе паллашрĕç. Комбайнерсен канашлăвĕ П. Ефимов ертсе пыракан Чапаев ячĕпе хисепленекен ял хуçалăх производство кооперативĕн Отарккăри машинăпа трактор паркĕнче иртрĕ. Сăмах май, Отарккăсем кăçал çур аки ĕçĕсене районта малтисен ретĕнче вĕçлерĕç. Паян вĕсен уйĕсене пăхса парка ÿсекен калчана курсан, çĕр ĕçĕпе пурăнакан кашни ĕçченĕн чунĕ савăнмалла. Хĕпĕртет те. Çур аки ĕçĕсене пĕтĕмлетсе пăхсан Отарккăсемпе пĕрлех “Свобода”, “Ударник”, Суворов яч. хис., “Герой”, “Сундырский” хуçалăхсенче тырă-пулă тухăçлă пуласса курма пулать. “Хир карапĕсен” ĕçченĕсен канашлăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Вязов уçрĕ. -Çанталăк условийĕсене кура ĕçсем каярах юлса пынине куратпăр. Паян уяр кунăн кашни сехечĕпе усă курса выльăх апачĕ хатĕрлессипе тимлемелле, ответлă ĕçченсен вырмана хатĕрленес ыйтăва та кун йĕркинчех тытмалла. Вырмана тухсан ĕç тумтирĕпе медицина тĕрĕслевĕн, комбайнсем çинче медицина аптечкисемпе огнетушитель ыйтăвĕсем пулмалла мар. Çу кунĕнчи кану кунĕ те кахал-наяншăн çеç,-канашлăва пуçланă май çирĕппĕнех хушса-асăрхаттарса каларĕ Валерий Иванович Вязов курава “Свобода” пĕрлешÿллĕ хуçалăхран илсе пынă çĕнĕ “Енисей-954” комбайн умĕнче. Сăмах май, пĕлтĕрхи вырмара районти хуçалăхсенче (“Передовик”, “Клос”) икĕ “Енисей” ĕçлесе те кăтартрĕç. “Хир карапĕсен” “ватăлнă” паркне вĕсем çĕнĕ варкăш кĕртрĕç. Тĕслĕхрен, “Передовик” хуçалăхра çак çĕнĕ комбайнпа ĕçлесе Александр Алексеев комбайнер 750 тонна тырă çапса илнĕ пултарчĕ. -”Енисей-1200” патне манăн хирĕçле сăмах çук. Ял халăхĕшĕн вăл шанчăклă техника пулнине унпа хам ĕçлесе ăнлантăм-,терĕ А. Алексеев. “Колос” хуçалăхран килнĕ Александр Терентьев те “Енисей” шанчăклă “хир карапĕ” пулнине хăй ĕçĕпе ăнланнă, çĕнĕ техника штурвалĕ умĕнче пĕлтĕр вăл 650 тонна çĕнĕ тырă çапса илме мехел çитернĕ. Комбайнерсен канашлăвне килнĕ хăнасем те “Енисейăн” ырă енĕсемпе паллашрĕç. Хăнасем хушшинче ЧР ял хуçалăх министерствин патшалăх техника надзор управленийĕн пуçлăхĕ В.Дмитриев, “Чувашагрокомплект” уçă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ Н.Лоскутов, “Сибмашхолдинг” уçă акционерлă обществăн суту-илÿ управляющийĕ А.Расторгуев тата çак обществăн Урал тата Атăлçи тăрăхĕпе ĕçлекен пай менеджерĕ А.Фахрутинов пулчĕç. А.Расторгуев “Свобода” хуçалăх кăçал туяннă “Енисей-954” тĕслĕхĕ çинче çак “хир карапĕн” пултараслăхĕ çинчен тĕплĕн каласа пачĕ: -Çак маркăллă комбайнсем паян çĕр ĕçченне кирлĕ чи ăнăçлă техника. Ĕнерхи çинчен калаçса вăхăта ирттерме кирлĕ мар, малалла пăхни лайăхрах. “Енисей” комбайн туянакансем вара тухăçа хире юхтарса хăвармĕç. Тирпейлĕ ĕçлесен, ку комбайнсем 1-2 çул хушшинчех хăйсен хакĕсене кăларĕç. “Чăвашагрокомплект” уçă акционерлă общество ертÿçи Н.В. Лоскутов пухăннисем умĕнче çĕнĕ техникăна лизинг мелĕпе илме май пурри, комбайнсен паркне çĕнетни çеç тухăçа ÿстерме пулăшни çинчен каларĕ. Кунта çакна каламалла. Вырма ирттерме района 15 миллион тенкĕ кредит килмелле. Район ертÿçи В. Вязов çак укçана çĕнĕ техника илекен хуçалăхсене уйăрса парасси çине пăхасса пĕлтерчĕ. Тĕрĕсех ĕнтĕ. Ахальлĕн патшалăх пулăшмасть тесе ĕçсене хăй еккипе яратпăр, сăлтавсăр тăкаксем тÿсетпĕр. Кунта,авă, патшалăхĕ пулăшать, малалла пăхса шутлама çеç пĕлмелле. Кунпа пĕрлех хуçалăхсен финанс сыватăвĕн программине кĕмелле. Малашлăха пăхса ĕçлекенсене, çиччĕ виçсе пĕрре татакансене йывăрлăхсемте парăнаççĕ. Пĕр сăмах çинчен каласа-асăрхаттарма тивĕç. Çывăх вăхăтрах (çулсенче-и, тен) патшалăх шайĕнче ял хуçалăх техникин (кивелнин) пысăк пайне списать тăвас пирки калаçу пур. Пулĕ те. Унта туллин усă курма тивĕçлĕ специалистсен паянах шутламалла. Ахальлĕн, хÿре вĕçне туй килсен... “Енисей-954” комбайнпа паллашма пынисене “Свобода” хуçалăхра чылай çул комбайнерта ĕçлекен П. Толикин техникăна ĕçлеттерсе те кăтартрĕ. “Ĕçлеме питĕ меллĕ. Ял хуçалăхне кунашкал техника ытларах кирлĕ. Туянакансен ÿкĕнмелле пулмĕ. Ăна маларах туяннисене ăмсанатăп”,-терĕ вăл комбайна сÿнтернĕ хыççăн. Çакна каласа хăвармалла, ку комбайнсен малашлăхĕ пысăк, пахалăхĕпе вĕсем Евростандарта тивĕçтереççĕ, ĕç тухăçлăхĕпе, ĕç условийĕсемпе, 1 гектар тырă вырма топливо çунтарас тĕллĕшпе питех те лайăх кăтартуллă. Паллах, çĕнĕ ăрури техникăна ĕçлеттерме ятарласа вĕрентнĕ механизатор çеç пултарать, çавăнпа та çĕнĕ техникăна туяниччен комбайнерсене “Чувашгролизинг” пĕрлешÿре “Сибмашхолдинг” специалисчĕсем патĕнче вĕрентсе хатĕрлемелле. Ленин ячĕпе хисепленекен, “Свобода”, Е.Андреев ячĕпе хисепленекен, “Передовик”, “Колос” хуçалăхĕсенчи инженерсемпе комбайнерсем иртнĕ хĕлле çапла турĕç те. Кăçалхи çанталăк пур ĕçе те вăтамран икĕ эрнене яхăн кая хăварса пырать. Апла пулсан, тыр-пул пуçтарасси те сентябрь уйăхне кĕрсе кайĕ, çавăнпа та çĕр ĕçченĕн кăçал йывăрлăхсене кĕтсе илме хатĕр пулмалла. Канашлăвăн практикăлла пайĕ хыççăн теори пайĕ пуçланчĕ. пухăннисене унта район администрацийĕн ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн пуçлăхĕ И.Николаев анлă доклад туса пачĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл çак канашлăва хутшăнакан механизаторсенчен пысăк пайĕ çур акире ĕçленине, паян-ыран вĕсем “симĕс ĕççине” тухассине, кунпа пĕрлех вырмана та кая юлмасăр хатĕрленмеллине палăртрĕ. Кăçал районĕпе 18350 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене, çав шутран 1829 гектарĕ - кĕр тыррисем, 1658 гектар пăрçа, 1692 гектар çĕр улми, 333 гектар пахча çимĕç, 852 гектар выльăх кăшманĕ çитĕнтерсе пухса кĕртмелле. Унччен вара пĕр çул ÿсекен курăксене 3439 гектар, нумай çул ÿсекен курăксене 11206 гектар, силослăх курăксене 443 гектар çинче пуçтарса тирпейлемелле. Патшалăха сутма, фермăсем, ял халăхĕ валли кăçал 46 пин тонна тĕш-тырă, 29 пин тонна çĕр улми, 8400 тонна пахча çимĕç, 18 пин тонна утă, 53 пин тонна силоспа сенаж, 17 пин тонна улăм туса илме пăхнă. Паян хуçалăхсенче акса-лартса хăварнă культурăсне пăхса тăрас ĕç пырать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика