Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шкул пурнăçĕ пĕр-пĕринпе тачă çыхăнура

26 июня 2003 г.

Сиссе те юлаймарăмăр, вĕренÿ çулÿ вĕçленчĕ те. Халĕ хăш-пĕр пĕтĕмлетÿсем тума та вăхăт. Хамăр шкула илес пулсан, ырăпа аса илмелли самантсем те , çитменлĕхсем те пур. Паллах, ачасен вĕренесси тĕп вырăнта пулмалла, çав вăхăтрах тавракурăма пуянлатасси те. Пĕлÿ пухмалла кăна мар, пурнăçра усăллă çынсем пулма вĕренмелле. Çак тĕллевпе Турай шкулĕнче вĕренекенсем ашшĕ-амăшĕсемпе, учительсемпе, общественноçпа тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Сăмахран, ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕсем ачасемпе пĕрле тĕрлĕ формăллă иртеççĕ: “Деловая игра”, “От всей души” конкурссем, “Предки и детки” т.ыт. те. Шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ З.П. Григорьева ертсе пынипе фольклор ушкăнĕ вĕренÿ çулĕ тăршшĕпех ашшĕ-амăшĕсене, ял халăхне хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарчĕ. Районти конкурсра “Н.В.Никольские - 125 çул” номинацире виççĕмĕш вырăн çĕнсе илме пултарчĕ. Ачасенчен йĕркеленĕ драма коллективĕ те ял халăхĕ умне темиçе хутчен тĕрлĕ спектакльсемпе тухрĕ. Иртнĕ уйăх пуçламăшĕнче Турайра районти шкул директорĕсен, уйăх вĕçĕнче вĕсен воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕсен канашлăвĕсем иртрĕç, унта хутшăннисем пирĕн ачасен пултарулăхне тивĕçлĕ хак пама пултарчĕç. Акă, юлашки мероприятире ачасемпе ашшĕ-амăшĕсем хушшинче “Зов джунглей” ăмăрту иртрĕ. “Турнир будущих семей” конкурса Ф.Ю.Николаева ăста йĕркелесе ертсе пычĕ. Кашни класранах пĕрер çемье хутшăнчĕ, ашшĕ-амăшĕ, ачисен ролĕсенче ачасем хăйсем пулчĕç. Асăннă конкурсра пулас çамрăк мăшăрсен мĕнле пулмаллине, хăйсене мĕнле тытмаллине т. ыт. те пĕтĕмпех курма май килчĕ. Хыççăн Турайри Культура çуртĕнче Пĕтĕм тĕнчери ачасене хÿтĕлемелли куна халалласа “От всей души” каç иртрĕ. 4çемьесĕр пуçне (Семеновсен, Ивановсен, Ефимовсен, Васильевсен) унта класс руководителĕсем, Турай ял администрацийĕн пуçлăхĕ А.В.Павлов та хутшăнчĕç. Мероприяти итогĕсене пĕтĕмлетнĕ май, шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ З.П.Григорьева ачасене хÿтĕлес тĕллевпе туса ирттермелли ĕçсене июнĕн 1-мĕшĕнче кăна мар, куллен пурнăçласа пымаллине палăртрĕ. 1997 çултанпа Турай шкулĕнче ачасен “Школьная республика “Алые паруса” организацийĕ ĕçлет, учительсемпе пĕрле тĕрлĕрен интереслĕ мероприятисем ирттерет. Кăçал вăл март уйăхĕнче республикăри ачасен обществăлла организацийĕсен конкурсĕнче виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Паллах, ĕçлемелли татах нумай. Район администрацийĕн пуçлăхне В.И. Вязова, вĕрентÿ пайĕн ертÿçине В.М. Васильева вара вĕренекенсемпе вĕрентекенсен ячĕпе чĕререн тав сăмахĕ калас килет. Вĕсем пулăшнипе шкул валли сивĕтмелли камера туянма пултартăмăр. Ачасен çуллахи ĕçпе кану лагерĕн ĕçне йĕркелесе янă çĕрте, хăвăрт пăсăлакан продуктсене упранă чухне ку питех те пысăк пулăшу пулчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика