Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Калча парка ÿсет, тухăçа шантарать.

09 июня 2003 г.

Ытти çулсенче çирĕп йăлана кĕнĕ мероприяти - шăтнă калчасене коллективлă пăхса тухса йышăнасси - кăçал та кун йĕркинче пулчĕ. Июнĕн 5-мĕшĕнче район администрацийĕн ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕ çур аки ĕçĕсемпе пĕтĕмлетÿ тума пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен ертÿçисене, агрономĕсемпе инженерĕсене пĕрле пухса уй-хире илсе тухрĕ. Çур аки ĕçĕсене йышăнма район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Вязов та хутшăнчĕ, кÿршĕсем епле ĕçленипе паллашма çав кун пирĕн районăн делегацийĕ Етĕрнене (вĕсем те çак кун çураки ĕçĕсене йышăнчĕç), Етĕрнесем Муркаша çитрĕç. -Уйсене пăхса çаврăнни хуçалăх ертÿçисен, агрономĕсемпе инженерĕсен куçĕсене уçĕ. Ахаллĕн, пĕр тĕслĕх, патшалăхран укçа илсе, уншăн процентпа тÿлесе минераллă удобрени туянатпăр, улăм çук тесе выльăхсене пылчăк çинче тăрататпăр - хирте вара тăпраланма пуçланă тислĕк куписем çум айĕнче выртаççĕ, çĕр çумне лапчăннă улăм урисем хăйсен шăпине кĕтсе ака-суха ĕçĕсенче чăрмантарса лараççĕ, иртнĕ кĕркунне питĕ кирлĕ пулнă техника хăйĕн пĕлтерĕшне çухатмасăр кăçал та çав уйрах кирлĕ пуласса шанса, “çĕр ĕçченне “ кĕтет, -терĕ çула тухас умĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Вязов. Çур акири ĕçсене пĕтĕмлетме хире тухнă виççĕмĕш ушкăнпа çак кун “Оринино”, “Передовик”, “Колос”, “Хлебороб”, “Волга”, “Сундырский”, “Нива”, “Сеятель” хуçалăхсенче, “Юнга” агрофирмăра пултăмăр. Тÿрех çакна каламалла: хуçалăхсем çанталăк панă условисемпе тухăçлă усă курма тăрăшнă, акнă культурăсем тикĕс шăтса тухнă, çĕр ĕçченĕ хăй тăрăшулăхĕ çеç хăйĕн аталанăвне никĕсленине ăнланса илсе ĕçсене пахалăхлă пурнăçлассипе тимленĕ. -Çур аки ĕçĕсене пĕтĕмĕшле вĕçлерĕмĕр ĕнтĕ, ыран çĕр улми ани çинчи çумпа кĕрешме ретсем хушшине кăпкалатма тухатпăр,-терĕ “Оринино” хуçалăхăн тĕп агрономĕ И. Блинова. “Передовик” хуçалăхра урпапа пăрçа, 40 гектар çинчи сĕлĕ (“козырь” сорт), 7 гектар çине акнă сахăр кăшманĕ, 27 гектар çинчи викăпа сĕлĕ ĕçсене хуçалăхра илемлĕ пурнăçлани çинчен калаççĕ. Хуçалăх агрономĕ Зоя Терентьева пĕлтернĕ тăрăх, çур акире Москакассисен 860 гектар тырă-пулă акмалла пулнă. Çакна кунта пурнăçланă. Ытти хуçалăхсенче çур акие тарăн пĕлÿллĕ, опытлă специалистсем ертсе пынă пулсан, “Колос” хуçалăхра çак ĕç çамрăксен хулпуççиийĕ çине тиеннĕ. Кунта ертÿçĕ те (Ю.Данилов), тĕп агроном (В.Голубев) та, тĕп инженер (П.Макаров) та çĕр ĕçĕсенче тата çĕнĕ ĕç вырăнĕсенче пĕрремĕш е малтанхи çулсем. Апла пулин те хуçалăхра чăннипех мал туртăмпа ĕçленĕ: 22 гектар çинчи кукуруза, “труженик” пăрçа, ыраш пысăк тухăç шантараççĕ. Ку территорири Калайкасси шкулĕн 15 гектарĕ çинче “Восток” хуçалăх вăхăтра ака-суха ĕçĕсем ирттернĕ. “Сундырский” хуçалăх кăçалхи çуракие ытти çулхисенчен тĕпренех лайăхрах ирттерчĕ. Уй-хирте çурхи культурăсене пĕтĕмпех хĕреслĕ майпа акнă. Хуçалăх ертÿçи А.Пихтеров каласа панă тăрăх, кăçалхи акара ытларах “Свобода” хуçалăхран туяннă-улăштарнă паха вăрлăхпа акнă. Вăрлăхшăн хуçалăх районта пуринчен нумай дотаци илнĕ: 250 пин тенкĕне яхăн. Элитăллă вăрлăх туянса кăна тупăш çулне хывнă. Çав вăхăтрах хирте мăянпа витĕннĕ тислĕк куписем те куç умĕнчен пытанса юлаймарĕç. “Кĕçех вĕсене тăкăпăр та сухалăпăр”,- хуравларĕ вĕсем патĕнчен иртнĕ чух А.Пихтеров. “Хлебороб” хуçалăхра Ю.Перцев тĕп агроном тăтăшах шыравра пулнине ку хутĕнче ирттернĕ тĕрĕслев те кăтартса пачĕ : хуçалăхра 7 гектар çине пăрçан çĕнĕ сортне (“норд”) акнă. Ку сорта çулса пăрахмасăрах комбайнпа тÿреммĕн çапса илессе шанать агроном: сорчĕ çав тĕллевлĕ-мĕн. Çул урлă çеç вырнаçнă “орловчанин” пăрçа та (“Волга”хуçалăхăн) тикĕс те хитре шăтса тухнă, хура çĕре симĕс кавирпе витнĕ. Çул çинче “Хлебороб” хуçалăхăн тепĕр ырă енне те куртăмăр: Апчарти сысна ферми çумне сыснасем валлилĕх 13 гектар акнă пăрçа та тикĕслĕхĕпе килентерет. Ю.Перцев ку таранччен хресчен майлă пулнă çанталăк условийĕсем вырмара та хирĕç пулмасан тухăç сумлă пуласса шанать. Çапла çав, çур акире технологие пăхăнни хирсене илем кÿрет, тухăç пирки ырă шухăш çуратать. “Юлашки кунсенче сивĕтнĕ çанталăк та пире майлă пулчĕ”,- пĕлтерчĕ Ю.Перцев. “Волга”хуçалăхра та çуртрисене вăхăтра акнă. Кунти çĕр ĕçченĕсем халĕ çĕр улми, купăста лартассипе ĕçлеççĕ. Умра - хуратул акасси. Çур аки вĕçленчĕ тетпĕр те, анчах татса паман ыйтусем çав-çавах юлаççĕ. Акă, “Нива” хуçалăхран “Юнга” агрофирмăна каçнă чух тĕл пулнă ÿкерчĕк ниепле те çур акине кăтартаймасть. Агрофирмăра 200 гектар хура çĕртме хăварма планлаççĕ пулин те, тепĕр 150 гектар пĕр çул ÿсекен курăксем тата 50 гектар хуратул акмалли пур. Уйсенче тикĕслĕх çукки кунта ответлăха туйнине çухатнине пĕлтерет. Урăхла калама чĕлхе те çаврăнмасть: хир варринче иртнĕ кĕркунне парка çитеймен, халĕ юр шывĕпе çăвăнса тасалнă (çупа сĕрмелли тата вăрламалли çеç юлнă) копалка ларать. Хуçалăх агрономĕ техника мĕншĕн хирте ларни çине тулли хурав параймарĕ:”Бригадир кайса пăхса тăрать”-терĕ çеç. Эпир иртсе пынă чух ун патĕнче пĕр çын та курăнмарĕ. Çапла вара шăхăш çуралчĕ: Юнкăсем çĕр улми кăларма тухнă-иç. “Юнга” агрофирма “пуяннинчен “ тĕлĕнмĕпĕр. Вĕсенчен чылай “чухăнрах” “Ударник”, “Свобода”, “Герой” хуçалăхсенче ĕçе явăçтаракан техникăна ĕç хыççăн май пур таран хранилищĕсене вырнаçтарма тăрăшаççĕ. Вăт çапла, пĕрисем сĕрмелли-çунтармалли материалсене “перекетлемесĕр” техникăна хиртен кĕртеççĕ, “перекетлисем” вара çăмăл çулпа пыраççĕ: техникăна пĕр вырăнта тытаççĕ. Çур аки пĕтĕмлетĕвне Муркашсем кăçал та Етĕрнесемпе пĕрле турĕç. “Ленинская искра” хуçалăх пирĕннисене ăшă кăмăлпа кĕтсе илчĕ, çĕре юратса ĕçлесе пурăнсан тавралăх илемĕ каймасса хăй тĕслĕхĕпе кăтартрĕ. Муркашсем кунта çырма-çатрасене мĕнле пăхнипе, çĕр ĕçне епле пурнăçланипе паллашрĕç, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Вязов “Ленинская искра” хуçалăх ертÿçине А.Айдака вăл туса ирттерекен ĕçсемшĕн çут çанталăка сыхламалли пĕтĕм тĕнчери кун ячĕпе чĕререн саламларĕ. -Паянхи кун Айдакпа “Ленинская искра” хуçалăх кунĕ. Çĕре юратма, малашлăха пăхма кунта кашниех вĕренейреççĕ,-терĕ вăл. Етĕрне район администрацийĕн пуçлăхĕпе Е.Яранскийпе пирĕн район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Вязов тата “Ленинская искра” хуçалăх ертÿçи А.Айдак ĕçсене çакнашкал пĕтĕмлетесси ырă йăлана кĕрессе шантарчĕç. Тем пекехчĕ. Çур аки вĕçленни ĕçсем пĕтĕмĕшле пуçланнине çеç пĕлтерет. Акнă-лартнă культурăсене çум айне тумасăр, сăтăрçăсенчен хÿтĕлесе ÿстерсе пуçтарса кĕртесси умри татах та ответлăрах ĕç-тĕллев. Акă, юлашки кунсенчи çумăрпа çĕр çине хресчен валли пинсем-миллионсем тăкăнчĕç. Вĕсене илесси - хресчен ĕçĕ, тивĕçĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика