Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Н.В. Никольский çуралнăранпа – 125 çул

20 мая 2003 г.

Чăннипех те пысăк уяв иртрĕ иртнĕ тунти кун, майăн 19-мĕшĕнче Купăрляра. Кунта Чăвашсен пĕрремĕш профессорĕ, историк, этнограф, лексикограф, фольклорист, музыка тĕпчевçи, чĕлхеçĕ, сиплевçĕ, чăвашсен «Хыпар» хаçачĕн никĕслевçи Николай Васильевич Никольский çуралнăранпа 125 çул çитнине паллă турĕç. Ку юбилей епле пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине çак тĕслĕх те çирĕплетсе парать. Юбилее паллă тума Купăрляна Чăваш Республикин пичет тата информаци политикин министрĕ Н.И. Володина, республика Президенчĕ Н.В. Федоров тата ытти çÿллĕ шайри хăнасем те сахал мар килнĕ. Савăнăçлă митинга Н.В. Никольский ячĕллĕ культурăпа кану паркĕнче Николай Васильевич палăкĕ умĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ В.И. Вязов уçрĕ. Çак кун кашниншĕнех епле пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ вăл. Юлашки вăхăтра Купăрля ялĕнче те палăрăмлă улшăнусем çук мар. Ял сăн-сăпачĕ çĕнелсе улшăннă, яла асфальт çул сарнă, çĕнĕ вĕренÿ çулне вĕрентÿпе культура комплексĕ хута каймалла. Район та аталану çулĕпе япăх мар утăмлать. Кăçалхи пĕрремĕш квартал итогĕсемпе район республикăри экономика ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăна тухни те çакна лайăх çирĕплетсе парать. Хыççăн культурăпа кану паркне пухăннисем Н.В. Никольский палăкĕ умне чĕрĕ чечексем хучĕç. Николай Васильевич çутçанталăк тусĕ пулнă. Тавралăха, тăван ялне чи ăшă туйăмсемпе юратнă вăл. Çавна май ЧР Президенчĕ Н.В. Федоров культурăпа кану паркĕнче хурăн лартрĕ. Кунтах паркра Никлолай Васильевич пĕвелеттернĕ пĕве хĕрринчи сцена çинче хавас юрă-кĕвĕ янăрарĕ. Тепĕр саманта та асăнса хăвармалла. Çав кунах Н.В. Никольский пурăннă вырăнта ун ячĕпе асăну палли уçрĕç. Уйкас Янасалти Культура çуртĕнче вырнаçнă Н.В. Никольский музейĕ пĕрремĕш çул кăна ĕçлемест ĕнтĕ. Халĕ вара ăна çĕнĕ экспонатсемпе чылай пуянлатнă. Республика Президенчĕ музейре пулнă май кунти экспонатсемпе интересленсе паллашрĕ. Хыççăн вăл музейре пулнисен кĕнеки çине çырса хăварчĕ. Хыççăн Уйкас Янасалти Культура çуртĕнче савăнăçлă пуху пулса иртрĕ. Пухăва район админстрацийĕн пуçлăхĕ В.И. Вязов уçрĕ, пирĕн ентеш Н.В. Никольский пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн епле пысăк ĕçсем туса хăварнине палăртрĕ. Унăн ячĕ чăннипех те Ашмарин, Ломоносов ячĕсемпе пĕр ретре. Республика пичет тата информаци политикин министрĕ Н.И. Володина та Муркашсемпе ăмсаннине палăртрĕ. Районтан тĕнчипе, çĕршывĕпе паллă çынсем тухни никамшăн та çĕнĕлĕх мар. «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕ А.П. Леонтьев пухура доклад туса пачĕ, паллă ентешĕмĕрĕн Николай Васильевичăн пурнăç çул-йĕрне тишкерсе хак пачĕ. Шел пулин те, хăй вăхăтĕнче унăн ĕçĕсене тивĕçлипе хакламан. Тĕрĕссипе вара вăл пĕтĕм халăхшăн калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç тунă. Вăл 15 пин юрă, 10 пин чăваш юмахĕ, 8 пин ваттисен сăмахĕ пухса хатĕрлени, 200 алçырăвĕ хăварни те мĕне кăна тăрать. Ĕçленипе пĕрлех Н.В. Никольский ĕмĕр тăршшĕпех вĕреннĕ, пĕлĕвне ÿстерсех пынă. Пĕтĕмпе 27 çул вăл вĕренÿре ирттернĕ, 4 аслă шкул пĕтернĕ. Каласа хăвармалла. Юбилее хатĕрленсе кĕтсе илес тĕлĕшпе сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Уйрăмах хастар ĕçпе палăрнисем район администрацийĕн, республика шайĕнчи Хисеп грамотисене, парнесене тивĕçрĕç. Районта Н.В. Никольский юбилейне халалласа пултарулăх ĕçĕсен конкурсне ирттернĕччĕ. Пĕтĕмпе 35 ĕç тăратнă унта. Çĕнтерÿçĕсене аслисемпе шкул ачисем хушшинче уйрăммăн палăртнă. Çĕнтерÿçĕсем вара дипломсемпе хаклă парнесем илме тивĕç пулчĕç. Хыççăн пухăннисем пуян программăллă концерт пăхса савăнчĕç. Çакă та палăрăмлă самант. Майăн 29-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш академи драма театрĕнче Н.В. Никольский юбилейне халаллса савăнăçлă пуху иртет. Тĕп хуламăртах пĕр проспекта унăн ятне параççĕ. Çавăнта июнĕн 12-мĕшĕнче уяв иртет. Кунпа пĕрлех Сосновка шкулне унăн ятне параççĕ. В. Шапошников.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика