Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Тимлĕхе те, хисепе те тивĕç"

27 сентября 2017 г.

Ватă çынсен кунне халалласа пирĕн районта кашни çулах тĕрлĕ мероприяти иртет. Унтан та ытла - уяв умĕн ятарлă вунăкунлăх ирттересси те ырă йăлара. Кун пирки район администраци пуçлăхĕн социаллă ыйтăвĕсемпе ĕçлекен çумĕ Лилия Тарасова тĕплĕнрех каласа пачĕ:

-  Октябрĕн 1-мĕшĕ - Ватă çынсен кунĕ - чăнах та питĕ сумлă уяв. Ватă çынсене хисеплесси, вĕсене тимлĕх уйăрасси официаллă уявра кăна мар, кунран-кун пулса пымалла. Мĕншĕн тесен ватă çынсем çамрăк ăрăвăн ăшшине те, хисепне те тивĕç. Ватă çынна хисеплесси - пурнăç хаклăхĕ.Уяв вара çакна тепĕр хут аса илтерет.

Муркаш районĕнче Ватă çынсен кунне халалланă вунăкунлăх пуçланнă ĕнтĕ. Çак вăхăтра тĕрлĕ мероприяти иртет. Муркашри халăха социаллă пулăшу паракан центр, сăмахран,  ватă çынсен пурнăç условийĕсене тишкерсе вĕсене социаллă пулăшупа тивĕçтерессине шута илет.

Вĕренÿ учрежденийĕсенче ятарлă акцисем вăхăтĕнче пĕччен пурăнакан ватăсене пулăшассине йĕркеленĕ. Ку ĕçе волонтерсем те хутшăнаççĕ.

Муркашри район тĕп больницинче ватă çынсем валли палăртнă «Уçă алăксен кунĕ»  пырать, октябрĕн 3-мĕшĕнче кăна вĕçленет.

Яланхи пекех районти уйрăм предпринимательсем хăйсен ĕç графикĕпе пăхса хунипе ватă çынсенне тÿлевсĕрех çÿç касаççĕ.

Ватă çынсен кунне халалласа районти Культура учрежденийĕсенче ятарлă программăпа уяв каçĕсем ирттерме палăртнă. Библиотекăсем ватă çынсем валли ятарлă экспозицисем хатĕрлеççĕ. Вĕренÿ учрежденийĕсенче те хисеплĕ ватăсемпе тĕл пулусем ирттереççĕ.

Паллах, кашни организацире, предприятире тата учрежденире унта ĕçленĕ ватă çынсене чысласси те ырă йăлара.

Районти ватă çынсем каланă тăрăх, вĕсем пирĕн тимлĕхе туйса тăраççĕ. Эпир вара ку туйăм уяв кунĕнче кăна мар, куллен çапла пултăр тесе тата тăрăшăпăр.

Самантпа усă курса вара ватă çынсене çирĕп сывлăх, тăванĕсен ăшшине тата вăрăм ĕмĕр сунатăп.

Н. НИКОЛАЕВА.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика