Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Никольский умĕнчи яваплăх

10 июня 2016 г.

Муркаш районĕнчи Ильич ячĕллĕ ЯХПКна Игорь Николаев вунулттăмĕш çул ертсе пырать. Çĕнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнчи тапхăр ял хуçалăхĕшĕн уйрăмах йывăра килчĕ, апла пулин те малаллах талпăнать вăл: пĕр чăрмаваф парăнтарса тепĕрне пурнăçлама пикенет, унтан — виççĕмĕшне.

Игорь Васильевич хуçалăхĕ пирки те çавнах каламалла: ура çине çирĕп тăчĕ вăл. Председатель шухăшĕпе — урăхла пулма та пултараймасть, кунта ĕçлесе пурăнакансене мухтавлă ентешĕ, Атăл тăрăхĕнчи паллă историк, этнограф, фольклорист, музыка тĕпчевçи, çавăн пекех чăвашсен пĕрремĕш хаçатне "Хыпара" никĕсленĕ Николай Никольский яваплă, чыслă, ĕçчен пулма хистесе тăрать.

Хуçалăхăн пĕтĕмĕшле çĕр лаптăкĕ 1505 гектар. 850 гектар çинче тĕштырă çитĕнет. Темиçе çул ĕнтĕ кунта элита вăрлăх хатĕрлеççĕ. Юлашки çулсенче сортлă тырра 250 тонна таран хатĕрлесе республикăри хуçалăхсене сутнă.

Унсăр пуçне выльăх-чĕрлĕх апачĕ валли люцерна, куккурус уйĕсем пысăк лаптăк йышăнаççĕ. Председатель пĕлтернĕ тăрăх — хуçалăха пысăк тупăш кÿрекенни — çав-çавах — сĕт туса илни. Уйкас Янасалти сĕт-çу ферми, унта сумалли ĕне 320 пуç, пĕлтĕр кашни ĕнерен 4 пин килограма яхăн сĕт суса илнĕ, кăçалхи тĕллев — 4,5 пин килограмм. 2016 çулти пĕрремĕш кварталта хуçалăх продукци сутса илнĕ тупăш иртнĕ çулхи çав тапхăртинчен 30 процент чухлĕ ÿснĕ. Çапла тума сĕт производствине ÿстерни те пулăшнă. Хальхи вăхăтра кашни ĕне вăтамран 18 килограмм сĕт антарать. Рената Терентьева, Светлана Федорова, Елена Федорова дояркăсен ячĕпе пулчĕ председателĕн ырă сăмахĕсем. "Сĕтĕн хакĕ çуллахи вăхăтра та йÿнелмесен çăмăлрах килĕччĕ пире, — тет Игорь Васильевич. — Тырă хакĕ те тытăнса тăтăрччĕ. Çапла пулсан пурăнăпăр-ха, малалла та талпăнăпăр".

Ытти çĕрте сурăх ĕрчетесси сумран тухса пырать тесен те йăнăш мар. Ильич ячĕллĕ хуçалăхри Ваçкасси ферминче паянхи кун 100 пуç сурăх. Килес çулсенче йыша 600-е çитересшĕн.

Хуçалăхра юсав ĕçĕсене çулленех 5 миллион тенкĕлĕх пурнăçлаççĕ. Техника туянма та мехел çитереççĕ. Пĕлтĕр, сăмахран, МТЗ-82 тракторлă пулнă, икĕ культиватор илнĕ, планра — "АГРОС" комбайн.

Коллектив ăнăçлă, тикĕс ĕçлесе пыни ертÿçĕ тилхепене çирĕп, тĕрĕс тытнинчен нумай килет. Ун пек чухне унта вăй хуракансен кăмăлĕ те çĕкленÿллĕ, ĕç кăтартăвĕ те пысăк. Çак сăмахсене Галина Сергеева тĕп бухгалтер, Людмила Михайлова, Роза Ильина бухгалтерсем, Федор Егоров тĕп агроном, Леонид Макаров, Александр Александров, Андрей Павлов механизаторсем, Виталий Ильин водитель пирки каланăн туйăнать. Вĕсем хуçалăхра вун-вун çул ĕçлесе ял çыннисен чыс-хисепне тивĕçнĕ. Хăйсен паха опытне çамрăксене пама тăрăшаççĕ. Ĕç çынни çулталăкĕнче çакнашкал майсемпе туллин усă курасшăн.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика