Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ кăтартусемпе

09 декабря 2003 г.

Çулталăкăн вун пĕр уйăхне вĕçлесе, районти ял хуçалăх предприятийĕсенчи выльăх-чĕрлĕх пăхакансем паян кăçалхи çула пĕтĕмĕшле ăнăçлă пĕтерсе малашлăхра ÿсĕмлĕрех ĕçлес тĕллевпе вăй хураççĕ. Январь-ноябрь уйăхĕсенче хуçалăхсем чĕрĕ виçепе пĕтĕмпе 3402 тонна е иртнĕ çулхинчен 24 процент чухлĕ ытларах аш-какай реализациленĕ. Реализаци калăпăшĕ Суворов ячĕ хисĕ, "Динамо", "Волга" хуçалăхсенче кăна пĕчĕкленнĕ. Иртнĕ вун пĕр уйăхра пĕтĕмпе 15374 тонна е пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 1157 тонна сахалрах сĕт суса илнĕ. Продукци туса илесси тăхăр хуçалăхра кăна ÿснĕ, "Дружба", "Нива", Мичурин ячĕ хисĕ хуçалăхсенче вара вăл пĕлтĕрхи шайăн 44, 56Ĕ 66 проценчĕпе кăна танлашать. Çулталăк пуçланнăранпа обществăлла секторти кашни ĕне вăтамран 3236 килограмм е иртнĕ çулхинчен 125 килограмм сахалрах сĕт антарнă. Чи пысăк сăвăм "Ударник" хуçалăхра 5786 килограмм, "Свобода" тата "Оринино" хуçалăхсенче те вăл пинлĕ чикĕ урлă каçнă - 4774 - 4335 килограмм. Çак вăхăтрах "Юнга" тата "Нива" хуçалăхсенче продуктивлăх пĕтĕмпе те 1377-1474 килогрампа кăна танлашнă. "Моргаушская чăх-чĕп фабрики çак тапхăрта пĕтĕмпе 34457 пин штук е иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 10 процент чухлĕ нумайрах, кашни чăхран 284 штук (пĕлтĕр 279 штук) çăмарта илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика