Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç ĕмĕрĕпех райпора

02 декабря 2003 г.

Ĕçе чунĕпе юратакан кăна нумай çул пĕр улшăнмасăр пĕр вырăнта ĕçлеме пултарать. Акă, эсир сăн ÿкерчĕкре куракан Нина Федоровна Великановапа (сулахайри) Зоя Ивановна Майкова хăйсен ĕç ĕмĕрĕсене Муркаш райповĕнчех ирттернĕ. Н. Великанова райпо тытăмĕнче 1977 çултанпа. Хальхи вăхăтра вăл райцентрти "Центральный" магазина ертсе пырать. Пĕр ĕç коллективĕнче çеç мар, пĕр ĕç вырăнĕнче - паянхи "Центральный" магазинта - 1967 çултанпа вăй хуракан З. Майкова сутуçă та ырă сăмахсене тивĕçлĕ. "Çак магазинти суту-илÿ ĕçĕн аталанăвĕ пĕтĕмпех ман куç умĕнче пулса пычĕ. Ĕçĕме çакăнти çăкăр магазинĕн сутуçинчен пуçланăскер, 1970-2001 çулсенче çак магазин заведующийĕнче ĕçлерĕм. Халĕ çĕнĕ "Центральный" магазин сутуçи. Лайăх ĕç шыраса çÿремен, пĕр магазинтах ĕç ĕмĕрне ирттертĕм. Вăхăтра çăкăра çын пуçне нормăпа пани те сахал мар пулнă, анчах тавар туянакансенчен сивĕ сăмах илтмен, вĕсен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшнă. Тăрăшăва кура райпо ертÿçисенчен те пысăк асăрхаттару пулман, плансене ялан тултарса пынă. Паян та, авă, коллективпа уйăхсерен пĕр миллиона яхăн тенкĕлĕх тавар сутатпăр", - терĕ З. Майкова калаçу вăхăтĕнче. Сăмах май, Н. Великанова декабрĕн 5-мĕшĕнче çуралнă кунне паллă тăвать, З. Майкова вара декабрĕн 26-мĕшĕнче тивĕçлĕ канăва тухать. Ноябрĕн 9-мĕшĕнче 1978 çултанпа малтан çăкăр магазинĕнче, хыççăн "Центральный" магазинта сутуçăра ĕçленĕ Любовь Степановна Семенова (райпо тытăмĕнче 1965 çултанпа) тивĕçлĕ канăва тухнă. Ветерансем ĕçри опыта çамрăксене парса хăвараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика