Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕл çывхарать, çулсем ултавлă

15 декабря 2003 г.

Кăçалхи вунă уйăхра район территорийĕнчи çулсем çине 53 инкек-синкеке регистрациленĕ, вĕсенче 12 çын вилнĕ, 69 çын аманнă. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта вара аварисен шучĕ 45 пулнă (15 çын вилнĕ тата 51 çын аманнă). Куратпăр ĕнтĕ, инкек-синкексен шучĕ кăçал пысăкланнă. Пĕлтĕр ÿсĕр водительсен айăпĕпе 5 авари пулнă пулсан, кăçал вĕсен хисепĕ 8 тĕслĕхе çитрĕ. Чăваш Республикинче те, Раççей Федерацийĕн шайĕнче те çул-йĕр çинчи инкексен шучĕ пысăкланса пыни курăмлă тĕслĕхех. Район территорине илес пулсан, çулсем çинче инкек-синкексем ноябрь уйăхĕнче те пулчĕç ĕнтĕ. Акă, ноябрĕн 6-мĕшĕнче ирхине 6 сехет тĕлĕнче Мускав-Хусан автоçулăн Катькас ялĕ çывăхĕнче "Лендровер" маркăллă джип çаврăнса ÿкет. Çак аварире 6 çамрăк тĕрлĕ сурансемпе больницăна лекеççĕ. Ноябрĕн 16-мĕшĕнче ирхине 9 сехет тĕлĕнче Муркаш-Москакасси автоçулăн Лантăш ялĕ çывăхĕнче "Жигули" маркăллă çăмăл автомашина çаврăнса ÿкет. Водителĕ, Муркаша салтак ăсатма килнĕскер, ÿсĕр пулнă. Хăй тата пассажирĕ инкек-синкекре суранланаççĕ, автомашина юрăхсăра тухать. Куратăр ĕнтĕ, юлашки вăхăтра çанталăк улшăнчăклă. Каçхине шăнтать, ирхине-кăнтăрла асфальт. Кун пек чух инкек патне çитесси пĕрре те инçе мар. Çавăнпа та водительсен пысăк хăвăртлăхпа çÿрес марччĕ. Çуран çÿрекенсене те асăрхаттарас килет. Çул хĕррипе çуран утакана каçхине водитель фара çутипе çывăха пырсан кăна асăрхама пултарать. Хирĕç килекен транспортăн фара çутипе вара хăрушлăх татах ÿссе каять. Çавăнпа та çуран çÿрекенсене çул-йĕр правилисемпе килĕшÿллĕн хирĕç килекен транспортăн çул хĕррипе утмалли пирки аса илтересшĕн. Часах хĕл те ларать. Çулсем пăрлакланнăран вĕсем ултавлă, хăрушлăх татах ÿсет. Апла пулсан, автомашинăсен кустăрмисене хĕллехисем çине вăхăтра куçарма манмалла мар. Усă курман транспорт хатĕрĕсене хĕллехи управа лартмалла. Автомашинăпа хĕллехи условисенче çÿрес опыт пысăк мар водительсене çул çине тухмашкăн тăхтаса тăрсан та чармасть. Çул çине тухсан водительсене те, çуран çÿрекенсене те киле ырă-сывă çаврăнса çитме сĕнетĕп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика