Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паянхи çивĕч ыйтусемпе

10 декабря 2003 г.

Уй-хир ĕçĕсем вĕçленнĕ ĕнтĕ, выльăх-чĕрлĕх те витесенче тăрать. Апла пулин те, çакă лăпланса, алă усса лармалла тенине пĕлтермест. Хĕллехи вăхăтра выльăх-чĕрлĕхе тулăх тăрантарса ытларах продукци илме тăрăшмалла, мĕншĕн тесен, çакă - чĕрĕ укçа çăлкуçĕ. Çавăн пекех техникăна хĕллехи управа лартассипе, ăна çур акине хатĕрлессипе, акмалли вăрлăха ака кондицине лартассипе те тимлемелле. Анчах та, пур хуçалăхсенче ку енĕпе лару-тăру йĕркеллĕ теме çук-ха. Район администрецийĕн пуçлăхĕ хуçалăх ĕçĕсемпе тăтăшах интересленсе тăрать, çав ертÿçĕсен отчечĕсене итлет, вĕсем панă сăмаха епле тытнине те тĕрĕслесе тăрать. Çакă ертÿçĕсен яваплăхне ÿстернипе пĕрлех хуçалăхсенчи пĕтĕмшле ĕçсене те лайăхлатма пулăшать. Районта ура çинче çирĕп тăракан, пурнăçпа тан пыракан хуçалăхсем те сахал мар. Ыттисен вĕсенчен вĕренсе, лайăх опыта пурнăçа кĕртсе пымалла, района каялла туртмалла мар. Ноябрĕн 26-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕ В.И. Вязов хăш-пĕр хуçалăхсен ертÿçисемпе хальхи вăхăтра çивĕч тăракан ыйтусемпе кая юлмасăр пурнăçламалли ĕçсем пирки канашлу ирттерчĕ. Унта Мичурин ячĕпе, Иванов ячĕпе, Киров ячĕпе, Ильич ячĕпе, Е. Андреев ячĕпе, Чапаев ячĕпе, Чкалов ячĕпе хисепленекен, "Передовик", "Сундырский", "Сеятель", "Чемеево", "Динамо", "Колос", "Нива" хуçалăхсен ертÿçисем хутшăнчĕç. Канашлура "Нива" хуçалăх ертÿçи А.В. Лаврушкин, "Сеятель" хуçалăх ертÿçи Н.В. Антонов, К. Иванов яч. хис. хуçалăх ертÿçи Г.М. Пыркин, Мичурин яч. хис. хуçалăх ертÿçи П.Ф. Серафимов тата "Сундырский" хуçалăх ертÿçи А.Н. Пихтеров хăйсен ĕçĕсем пирки отчет туса пачĕç. Выльăхсенчен продукци ытларах илес тесен, вĕсене валли условисем тивĕçлĕ шайра пулмалла. Апат шайлашăвне те тĕрĕс йĕркелесе пымалла. Хуçалăхсене малалла аталантрма пур çĕрте те экономка тишкерĕвĕсене тумалла, бизнес-плансем хатĕрлемелле. Канашлу ĕçне ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн тĕп зоотехникĕ Т.П. Волкова, тĕп агрономĕ А.И. Павлов хутшăнчĕç, çитменлĕхсене палăртса ĕçсене лайăхлатма кирлĕ сĕнÿсем нумай пачĕç. Канашлу ĕçне вĕçлесе Валерий Иванович çакна палăртрĕ, акмалли вăрлăха çĕнĕ çулччен тасатса кондицине çитермелле, ытти хуçалăхсемпе лайăх сортсемпе улăштармалла. Выльăх апачĕпе тирпейлĕ усă курса, продуктисвлăха ÿстермелле. Хуçалăхсенче специалистсем çитмеççĕ. Вĕсене те вырăнти çамрăксемпе килĕшÿ туса вĕренме ярса хатĕрлеме пулать. Тĕрлĕ программăсене хутшăнса хуçалăха, ялти социаллă пурнăçа аталантармалла. Çакă пĕтĕмпех хуçалăх ертÿçин тăрăшулăхĕнчен, малашлăха пăхса ĕçленинчен килет. Ку енĕпе вара ырă тĕслĕх илмелле хуçалăхсем районта та çук мар.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика