Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Предпринимательсен районти пĕрлĕхĕ

15 декабря 2003 г.

Пĕчĕк предпринимательство район экономикине çĕнĕ пахалăх шайне çĕклеме пултарасса шанатпăр. Кăçалхи 9 уйăхра районта промышленноç продукцине 123 миллион тенкĕлĕх туса кăларнă пулсан, унăн 37 проценчĕ пĕчĕк предпринимательство тÿпи. Паян районта 48 пĕчĕк предприяти, 270 уйрăм предприниматель, 41 хресчен (фермер) хуçалăхĕ. Юстици министерстви йĕркеленĕ "пĕр чÿрече" кĕске хушăрах 13 пĕчĕк предприятие уçма пулăшу кÿнĕ. Районта пĕчĕк предпринимательствăна аталантармалли программа пурнăçланса пырать. Паян предпринимательсене патшалăх пулăшăвĕ илме право тата бухгалтери тĕлĕшпе тÿлевсĕр пулăшаççĕ. ЧР Президенчĕн "Пĕчĕк предпринимательствăна васкавлă аталантарасси çинчен" Указĕ тавар кăларакана тата сервис йĕркелекене пулăшма каять. Тĕрлĕ ĕç-хĕлпе вăй хуракан предпринимательсене çыхăнуллăрах ĕçлеттерме вырăнсенче пĕчĕк предпринимательствăпа ĕçлекенсен союзĕсене йĕркелеме сĕннипе шута илсе районта октябрĕн 30-мĕшĕнче çак пĕрлĕхĕн пĕрремĕш ларăвĕ пулнă. Унта хутшăннисем пĕрлĕх ертÿçи пулма "Заря" ООО директорне П.Т. Терентьева шаннă. Канашлăва хутшăннисем пĕчĕк бизнес валли çĕр пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине те палăртнă. Çĕре производствăна ÿстерсе тупăш илме усă курасси çынсен предпринимательство пуçарулăхне ÿстерме усă курмалли шанчăклă утăм. Çамрăксем хушшинче хăйсен бизнесне уçас текенсем нумайланни савăнтарать кăна. Пĕчĕк бизнесра сиксе тухакан ыйтусемпе тата çĕнĕ сĕнÿсемпе ĕçлĕ çынсем малашне предпринимательсен пĕрлĕхне пыма пултараççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика