Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Муркашсен ĕçĕ ятлă-сумлă

10 декабря 2003 г.

Кунсене ĕçре ирттерсе сисмерĕмĕр те - ноябрь вĕçленсе пырать, çĕр пичĕ шурă кавирпе витĕнчĕ. Тинех лапкă лару-тăрура иртнĕ ĕçсене пĕтĕмлетме, вĕсене тишкерсе малашлăха тинкерме вăхăт çитрĕ. Çакна ноябрĕн 21-мĕшĕнче Шупашкарти оперăпа балет театрĕнче республикăмăрти ял хуçалăхĕнче тата продукци тирпейлекен промышленноçра ĕçлекенсене чысласа ирттернĕ уяв та çирĕплетсе пачĕ. Ял çыннисен савăнăçлă пухăвне Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров, ЧР Патшалăх Канашĕн ертÿçи М. Михайловский, ЧР Министерсен Кабинечĕн Председателĕн пĕрремĕш çумĕ - ял хуçалăх министрĕ М. Игнатьев хутшăнчĕç. Ял хуçалăх министрĕ пухăннисене кăçалхи ял хуçалăх çулĕн малтанхи кăтартăвĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Вăл палăртнă тăрăх çĕрпе тухăçлă усă курассипе Чăваш Республики федерацин Атăлçи округĕнче малти вырăнта тăрать: кашни гектар çĕр лаптăкĕ пуçне республика 9 пин тенкĕне яхăнлăх продукци туса илнĕ. Çакă Атăлçи округĕнчи вăтам кăтартуран 2,3 хут, Раççей кăтартăвĕсенчен 6,5 хут нумайрах. Кăçалхи йывăр условисене пăхмасăрах Чăваш Ен тыр-пул тухăçĕпе Атăлçи округĕнче Туртарстанпа Пушкăртстан хыççăн виççĕмĕш вырăн йышăнма пултарнă: гектар пуçне лекекен тухăç - 20,4 центнер. Министр уйрăмах тухăçлă хуçалăхсен шутĕнче пирĕн районти "Ударник" сăнавлă производство хуçалăхне те палăртрĕ. Республикăра çĕр улми туса илесси 36 процент ÿснĕ, Атăлçи округĕнче 4-мĕш вырăн йышăннă. Кунта, министр каланă тăрăх, пилĕк район палăрнă: Муркаш, Комсомольски, Патăрьел, Вăрнар, Елчĕк. Вĕсенчи хуçалăхсем гектар пуçне вăтамран 225-177 центнер çĕр улми пухса кĕртнĕ. Вĕсен тÿпи пĕтĕмпе туса илнĕ "иккĕмĕш çăкăрăн" 58 проценчĕ чухлĕ. Тăрăшакансем кăçал ытти ял хуçалăх культурисем туса илессипе те пите хĕретмен. Çапла вара республикăри хуçалăхсем выльăх апачĕ пĕлтĕрхинчен 1,3 хут нумайрах хатĕрленĕ. Ăна шута илсе пур районсем те аш-какай туса илессине ÿстернĕ, сĕт сăвассипе те малалла кайнă. Кунта та министр ырă тĕслĕх вырăнне пирĕн районти "Ударник" (пĕр ĕне пуçне 10 уйăхра 5143 килограмм сĕт сунă) хуçалăха илсе кăтартрĕ. Сăмах ял хуçалăхĕнчи ĕç укçи çине çитсен, М. Игнатьев Муркаш районĕ ку тĕлĕшпе те ыррисен ретĕнчине палăртрĕ. Сăмах илсен, ЧР Президенчĕ Н. Федоров ял хуçалăхĕ Чăван Енĕн пĕтĕм экономикине çирĕп тытса тăни çинчен каларĕ, ял çыннин ĕçне пĕр вĕçĕмсĕр тапса тăракан çăл куçпа танлаштарчĕ, çак вăй-хăвата малашне те пулăшса тăма шантарчĕ. Кунта çакна та каласа хăвармалла, Чăваш Республикин агропромышленноç комплексне тытса тăма, сăмахран, çитес çул республика бюджетĕнчен, кăçалхипе танлаштарсан, 43 процент нумайрах укçа-тенкĕ уйăраççĕ, субсидисене сыхласа хăвараççĕ, туса илнĕ продукцине вырнаçтарма гаранти параççĕ. Хăйĕн сăмахĕнче Президент ял валли кадрсем хатĕрлес ыйтăва çивĕч çĕклерĕ. "Çакăн çинчен кÿршĕллĕ хуçалăхсенченех пĕрисем гектартан 35 центнер тырă-пулă, теприсем 5 центнер туса илни те калать. Сăлтавĕ мĕнре;" - ыйтуллă ăнлантарчĕ Н. Федоров. Уяв парнесемсĕр те пулмарĕ. ЧР Президенчĕ Н. Федоров кăçалхи ял хуçалăх çулĕн кăтартăвĕсем тăрăх районсем хушшинче Муркашсем 2-мĕш вырăна тухнине (малти вырăнта - Елчĕксем, виççĕмĕшсем - Шупашкар районĕ) пĕлтерчĕ, района çак ятпа диплом тата 75 пин тенкĕ укçан преми парса саламларĕ. Районти "Ударник" сăнавлă производство хуçалăхĕпе "Моргаушская" чăх-чĕп фабрики те ĕçри ăнăçулăхпа тăрăшулăхшăн Президент аллинчен парне илмесĕр юлмарĕç: Йÿçкассисем ял хуçалăх производствине эффективлă ертсе пынипе 1-мĕш вырăна тухнă, фабрика ĕçченĕсем вара чăх-чĕп ĕрчетекен хуçалăхсем хушшинчи производствăпа экономикăн чи лайăх кăтартăвĕсемшĕн. Вĕсем Президентран тухăçлă ĕçшĕн дипломсем тата укçан преми илме тивĕçрĕç. Çакна та каласа хăвармалла: уяври официаллă лару-тăрура Чăваш Республикин Президенчĕ Н. Федоров пирĕн район администрацийĕн ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн тĕп зоотехникне Татьяна Пименовна Волкована "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ зоотехникĕ" хисеплĕ ят панипе саламласа кăкăр çине унăн паллине çакса ячĕ. Уяв анлă концертпа вĕçелнчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика