Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕршыва хÿтĕлесси – чыслă ĕç

31 октября 2003 г.

Кашни çулах кĕр кунĕсем çитсессĕн, йăлана кĕнипе çар ретне тăма ят тухнă яшсене валли призывниксен кунне иртереççĕ. Иртнĕ эрнере, районти культура çурчĕнче, иртрĕ çак пăлхавлă самант. Кирек епле çынăн та çĕршыва хÿтĕлеме хатĕр пулмалла. Паянхи çамрăксем те Раççей çарĕнче хăйсен тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçласа каялла тăван района таврăнасса пирĕн шанас килет. Пулас салтаксене саламлама район администрацийĕн представителĕсем, çар комиссариачĕн ĕçченĕсем, ашшĕ-амăшĕсем, юлташĕсем килнĕ. Вĕсене ырă çул сунса, вĕрентсе, ăс парса, халал сăмахĕсем каласа районти призыв комиссийĕн ертÿçи И.В. Николаев, çар комиссарĕ Л.Н. Федоров, культура тата çамрăксемпе ĕçлекен пай ертÿçи А.Е. Андреева, районти ветерансен канашĕн ертÿçи М.В. Виноградова тухса калаçрĕç. Ачи-пăчине тăван çĕршыва юрăхлă, сывă çитĕнтересси кашни ашшĕ-амăшĕн тивĕçĕ. Ашшĕ-амăшĕсен ячĕпе пулас салтаксене, тăван çĕршыва таса та сывă таврăнма ырă сунаканĕ Р.Л. Каргин пулчĕ. Çитес кунсенчех кĕрхи призыври 52 çамрăк çар тивĕçне пурнăçлама тухса кайма повесткăсем илĕç. Николай Прокопьев, Леонид Каргин, Алексей Константинов тата Алексей Иванов çак тунтикун çар ретне тăчĕç те ĕнтĕ. Телейлĕ çул сунатпăр вĕсене! Хамăр районăн ачисемпе эпир чăнах та мухтанатпăр. Вĕсем патриотизмпа героизм кăтартса Раççей Çарĕн ретĕнче тивĕçлĕ тăраççĕ. Çавăн пекех пулас салтаксене саламлама Юнкă ялĕнче çуралса ÿснĕ Григорий Шурнеев та килнĕ. 1998 çулта унăн çара кайма ят тухнă. Чечен событийĕсене хутшăнса 2000 çулта вăл тăван яла таврăнать. РФ Президент Указĕпе вăл «Суворов» медальне тивĕçет. «Хисеплĕ çамрăксем. Эпир сире тепĕр хут паянхи уяв ячĕпе саламлатпăр. Паянхи тĕл пулу кашнин чĕринчех юлтăр. Эсир пĕлĕр – эпир сире юрататпăр, кашнинех ырлăх-сывлăх сунатпăр. Çар службинче тĕроекленсе, çирĕпленсе, район вăЙ-хавалне çĕклеме каялла килессе кĕтетпĕр» - сăмахсемпе вĕçленчĕ уяв программи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика