Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туберкулезран сипленипе кăсăкланнă

31 октября 2003 г.

Сывлăха сыхлас ĕçе йĕркелекен пĕтĕм тĕнчери организацийĕн делегацийĕ октябрĕн 21-мĕшĕнче Муркашри тĕп больницăра пулчĕ. Çак ĕçлĕ визитăн тĕллевĕ - туберкулез чирне тупса палăртассипе сиплессипе тата профилактика ĕçĕсене районта епле туса ирттернипе паллашасси. Делегаци шутĕнче: пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлас ĕçе йĕркелекен организацин (ВОЗ) туберкулез енĕпе ĕçлекен менеджерĕ Ханс Клюге, ВОЗ ассистенчĕ И.Д. Данилова, туберкулезпа чирлессине тĕрĕслесе тăракан центртан Эрика Витек тата ВОЗ эксперчĕ, Мускаври фтизиатри НИИ лаборатори заведующийĕ С.А. Попов. Вĕсемпе пĕрле республикăри туберкулеза хирĕç кĕрешекен диспансерăн тĕп врачĕ Л.В. Мохирева, сывлăха сыхлас енĕпе район кураторĕ Е.Н. Николаева т. ыт. пулчĕç. Вĕсене район администрацийĕн пуçлăхĕ В.И. вязов, районăн тĕп врачĕ В.Г. Данилов тата унăн çумĕсем кĕтсе илчĕç, районти сывлăха сыхлас ĕçсемпе, мĕнле программăсемпе ĕçленипе, малашнехи задачăсемпе паллаштарчĕç. Хăнасем малтанхи тапхăртахтуберкулез чирне тупса палăртса тĕрĕс диагноз лартнипе, микроскопи центрĕпе, лабораторин тата участокри службăсен ĕçĕсемпе паллашрĕç. Кăçалхи январĕн 24-мĕшĕнче пирĕн районти тĕп больницăна Пĕтĕм тĕнчери сывлăха сыхлас ĕçе йĕркелекен организаци представителĕсем килсе бинокулярлă çĕнĕ микроскоп парнеленĕччĕ. Унпа епле усă курни те кăсăклантарчĕ хăнасене. Районăн тĕп врачĕ В.Г. Данилов тата район фтизиаторĕ О.Ю. Попова туберкулез чирне тупса палăртасси тата сиплесси профилактика ĕçĕсене епле туса ирттерни çинчен тĕплĕн каласа пачĕç. Кăçалхи 9 уйăхра ВОЗ программипе килĕшÿллĕн 1973 анализ тунă, туберкулезпа чирлĕ 11 çынна тупса палăртнă. Вĕсем Шупашкарта республикăри туберкулеза хирĕç кĕрешекен диспансерта сипленеççĕ. Районти сывлăха сыхлас ĕç служби хальхи вăхăтра 13 программăна хутшăнать. Вăл шутра "Муркаш районĕнчи халăха 2001-2003 çулсенче тиуберкулез чирĕнчен сыхланма пулăшассине лайăхлатасси" тата "Чăваш Республикинче 2002-2004 çулсенче туберкулеза пуçламăш тапхăртах тупса палăртассине тата чирлисене унран сиплессине йĕркелесси" программăсем. Районта туберкулезран асăрханас тĕлĕшпе профилактика ĕçĕсем те нумай туса ирттереççĕ: массăллă информаци хатĕрĕсенче статьясем пичетлеççĕ, флюрографи аппарачĕпе тĕрĕслеççĕ, ачасене Манту, БЦЖ реакцине лартаççĕ т, ыт. те. Сăмах май кунта çакна та палăртса хăвармалла. Чире тупса палăртсан унтан çийĕнчех сипленмелле, организм хавшаса çитессе кĕтмелле мар. Ун чухне вăл чире çĕнтереймест. Уçă формăллă туберкулезпа чирлĕ çын йĕри-таврари çынсене чир ертме пултарать. Ку та хăрушă. Çавăнпа та больницăна чĕнсен тÿрех килмелле. Хăнасем лабораторрие анализсене пахалăхлă тунине районта, ытти хăш-пĕр районсемпе танлаштарсан, туберкулезпе кĕрешес ĕçе лайăх йĕркеленине палăртрĕç, участокри врачсен ĕçĕпе кăсăкланчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика