Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕрхи ĕçсем вĕçленчĕç

31 октября 2003 г.

Ю. Шишокин ертсе пыракан "Оринино" производство кооперативĕ тăнăç ататланса пынипе малашлăха çирĕп пăхать. Çĕр ĕçĕнчи ответлăха хуçалăхри ертÿçĕрен пуçласа рядовой ĕçченсем таранах туйнăран уй-хирте те, фермăра та ĕçсем вăхăтра пурнăçласа пыраççĕ. Çакă иртнĕ кĕр кунĕсенче те палăрчĕ. Орининсем вырмана пĕр çын пек тухса 916 гектар çинчи тырă-пулăна юхтарса ямасăр çапса илчĕç. О. Федотов комбайнер экипажĕ кăçал та "Дон-1500" комбайнпа вырмара районшăн та тĕслĕх пулса тăчĕ. Хиртен йĕтем çине тырă турттарнă çĕрте те "Оринино" водителĕ ырăпа палăрчĕ: Иван Алексеевич Ершов (çÿлти сăн ÿкерчĕкре) ГАЗ-53 автомашинăпа комбайнсем патĕнчен йĕтем çине 1088 тонна тырă кĕртрĕ. сăмах май, И. Ершов хуçалăхра 2 автомашинăпа ĕçлет. "Хĕлле ГСМ хатĕрлет, çулла ытти ĕçсене хутшăнать", - терĕç ун пирки пĕрле ĕçлекенсем. Иван Алексеевич тăван хуçалăхра 30 çул тимлет. Вăл "Оринино" хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ, темиçе çул "Хуçалăхри чи лайăх водитель" ята çĕнсе илнĕ. Паян хуçалăх ĕçченĕсем çĕр улми сутассипе ĕçлеççĕ. 3-мĕш уй-хир бригадин бригадирĕ ертсе пынипе комплекслă бригада çĕр улмие сутма хатĕрлет. В. Данилова, З. Васильева, В. Гурьева, А. Коганова бригадир, Г. Варфоломеева (иккĕмĕш сăн ÿкерчĕкре) çак ĕçре хастар. Сăмах май, А. Кочанова бригади 30 гектар çинчи çĕр улмирен 154-шер центнер, выльăх кăшманне 9 гектар çинчен 417-шар центнер тухăç илнĕ, хуçалăхри 5 гектар пахча çимĕçрен 4 гектарне çак бригада ăнăçлă пăхса ÿстернĕ. Виççĕмĕш сăн ÿкерчĕкри Виталий Максимов хуçалăхра 23-мĕш çул кустăрмаллă тракторпа ĕçлет. Кĕр кунĕсенче вăл улăм пуçтарнă çĕре, çĕртме сухи тума хутшăннă, халĕ Патаккассинчи ĕне ферминчен тислĕк кăларать. "Кашни ĕçĕ хамăршăн", - терĕ вăл тракторне вырăнтан хускатнă май.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика