Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăç Мускавра çеç мар, ялта та улшăнать

31 октября 2003 г.

Уйрăм çыннăн е пĕр-пĕр предприятин ĕç-хĕлне хаклас пулсан, пирĕнтен кашниех вăл малашлăха епле пăхнине тишкерет. Иртнĕ юн кун, сентябрĕн 22-мĕшĕнче, район ертÿçисем, Чăвашпотребсоюз тытăмĕнче ĕçлекен вуншар райпо ертÿçисем, Муркашра пурăнакансем çакнашкал тишкерĕве Муркаш райповĕ тĕлĕшпе турĕç. Сăлтавĕ - Муркаш райповĕ 2 уйăха яхăн тĕплĕ юсав ирттернĕ хыççăн "Радуга" кафене уçни. ...Ирхи 8 сехет. Кĕрхи çумăр пĕрĕхнине пăхмасăрах кафе (малтанхи çулсенчи ресторан) умне "Волга" çăмăл автомашинăсем çине-çинех çитсе чарăнчĕç. Халăх пуçтарăнма пуçларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Вязов çитсен пухăннисем "Радуга" кафе умнелле утрĕç. Ара, тĕплĕ юсав хыççăн паян кафе уçăлмалла-çке! Хĕрлĕ хăю касиччен пухăннисем умĕнче Муркаш райпо Канашĕн ертÿçи Б. Андреев коллективăн малтуртăмлă утăмĕсемпе паллаштарса, кафери юсав пирки кĕске сăмах каларĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В. Вязов кафере евроюсав тума пултарса Муркаш салине çĕнĕ сăн кĕртнĕшĕн Муркаш райпо ĕçченĕсене, строительсене тав турĕ. "Халĕ аякран килекен хăнасене кĕтсе илсе сăпайлă хăналама Муркашрах вырăн пулчĕ. Кунта килнĕ ытти райпо ертÿçисем те Б. Андреевран тĕслĕх илессе шанатăп", - терĕ вăл. Чăвашпотребсоюз Канашĕн ертÿçи В. Павлов та Муркашсем туса ирттернĕ ĕçпе савăнăçне пытармарĕ, çак ĕçе ытти райпосенче те сарма кирлине пĕлтерчĕ. - Муркашсем магазинсене çĕнетнипе пĕрлех çакнашкал кермен тума пултарни республикăри потребкоопераци вырăнта тăманнине пĕлтерет. Çуклăхпа кĕрешессине хамăр тĕллеве лартрăмăр пулсан çапла пулмалла та. Ĕçре пиçĕхнĕ çыннăн кăмăллăн канма та май пултăр. Çакнашкал кафесене Муркашра çеç мар, Улатăрпа Шăмăршăра та уçасси Чăвашпотребсоюз тĕллевĕ. Куратпăр, çак илемлĕ çурт райпон çеç мар, районăн сăнĕ те. Çак ĕçе райадминистраци пуçлăхĕ В. Вязов тÿпе хумасăр пулман-тăр. Ăна та тав ку малтуртăмшăн. Муркаш райповĕн ертÿçине Б. Андреева вара çакнашкал йывăрлăха çĕнтернĕшĕн мухтамалли кăна юлать. Куратпăр, пурнăç Мускавра çеç мар, ялта та улшăнать,- терĕ В. Павлов. Кафене юсаса çĕнетнĕ çĕре 5 подрядчик хутшăннă. Вĕсем: ООО "Мастер", ЧП "Григорьев", ООО "Ваюв", "Моргаушская" МСО, ООО "Щит". ЧП "Григорьев" ертÿçи Г. Иванов (ку предприяти çуртăн çивиттийĕпе фасадне тунă) çак çуртпа халĕ пурте кăмăллă пулнипе, анчах ăна тунă чух Б. Андреев канăçне çухатса тимлĕх уйăрнине палăртрĕ. "Юсав ĕçĕсене чи програссивлă материалсемпе турăмăр", - терĕ вăл хăйне сăмах парсан. Каламалла, илемлĕ кафе тума-юсама укçи-тенки 2 миллион ытла кайнă. Анчах çакă Б. Андреева, райпо коллективне хăратман Халĕ вара вĕсен хăйсен ĕçĕшĕн пит хĕретмелле пулмĕ. Килсе курăр кафене, хăвăр хаклăр ĕçсене!

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика