Моргаушский район Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Библиотекăсем кĕнекесемпе пуянланаççĕ

27 октября 2003 г.

Юлашки çулсенче пурнăç пирĕн пата çĕнĕлĕхсем нумай илсе килчĕ. Халĕ пур çĕрте те компьютерсемпе ĕçлеççĕ. Çакă вара ĕçе анлăрах йĕркелесе, тĕрлĕ информацисем илес енĕпе çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Кăçалхи апрель уйăхĕнче ЧР Президенчĕ Н.В. Федоров ялти тĕслĕх (моделлĕ) библиотекăсем çинчен указ йышăнчĕ. Унăн тĕллевĕ - общество инфраструктурине аталантарса ялти пурнăçа лайăхлатасси, çынсен информаци илес пултарулăхне ÿстересси. Ялсенчи социаллă пурнăçа çĕнетсе аталантарас тĕлĕшпе ЧР Правительстви те, район ертÿçисем те нумай тăрăшаççĕ. Юлашки вăхăтра сывлăха сыхлас, вĕрентÿ ĕçĕсенче те, культурăра та нумай çĕнĕлĕхсем пурнăçа кĕреççĕ. Хальхи вăхăтра ялсенчи библиотекăсене тĕпрен улăштарас ĕç вăй илсе пырать. Указпа килĕшÿллĕн уйрăм библиотекăсенчен тĕслĕх библиотекăсем тăваççĕ, вĕсенчи кĕнеке фончĕ 30 процент таран тĕпрен çĕнелмелле, компьютер технологийĕ хута каймалла. Унсăр пуçне, тĕслĕх библиотекăсенче тĕслĕ телевизор, сканер, ксерокс, музыка центрĕ пулмалла. Пирĕн районта Сосновкăри вĕрентÿпе культура комплексĕнче тĕслĕх библиотека пур ĕнтĕ. Ăна августăн 22-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Кĕçех Юнкăра çакăн пек библиотека уçăлмалла. Черетре - Муркашри тĕп, ача-пăча, Атапай, Вăрманкасси (Йÿçкасси ял администрацийĕ) библиотекисем. Çак çĕнĕлĕхсем, ырă еннелле пулакан улшăнусем пире, библиотекарьсене, савăнтараççĕ, çав вăхăтрах ответлăха, хастарлăха, тăрăшулăха, пĕлĕве ÿстерме хистеççĕ. Пирĕн кулленхи ĕçри тĕп тĕллев-вулакансене тĕрлĕ кĕнекесемпе, хаçат-журналсемпе туллин тивĕçтересси. Çакна пурнăçлас тесе эпир тĕрлĕ программăсене хутшăнма, кĕнеке фондне пуянлатма тăрăшатпăр. Кăçал, сăмахран, Муркаш районĕнчи 12 библиотека валли “Уçă общество” институтăн “Ялти библиотека” программăн виççĕмĕш кăларăмне туянма май килчĕ. Кашни комплектĕнче 213 кĕнеке. Вăл шутра право ыйтăвĕсемпе кăларнă кĕнекесем, тĕрлĕ справочниксемпе энциклопедисем, вырăс тата ют çĕршыв классикĕсен, тĕрлĕ тематикăпа ача-пăча тавракурăмне ÿстерме пулăшакан кĕнекесем чылай. Çак комплектсене туянма пире район администрацийĕ, Атапайри, Юнкăри вĕрентÿпе культура центрĕсем Йÿçкассинчи вăтам шкул, Шупашкарти “Элара” завод пулăшрĕç. Ку кĕнекесем кашни библиотекăшăнах пысăк парне ĕнтĕ. Культура пайĕн канашĕ комплектсене малта пыракан, хушма укçа тупас енĕпе тăрăшса ĕçленĕ библиотекăсене пама йышăнчĕ. Вĕсене паян уйрăммăнах асăнса хăварас килет. Вĕсен шутĕнче: Муркашри тĕп тата ача-пăча библиотекисем, Мăн Сĕнтĕрти, Шомикри, Юнкăри, Вăрманкассинчи, Атапайри, Кашмашри, Турайри, Ильнкăри, Ярославкăри, Сыпайри библиотекăсем. Çак библиотекăсен заведующийĕсем те тăрăшуллă ĕçĕсемпе ырă сăмаха тивĕçлĕ. “Уçă общество” институтăн “Ялти библиотека” мегапроектăн иккĕмĕш кăларăмне илме пулăшнă организацисене те тав сăмахĕ каласа асăнса хăварас килет. Вĕсем: “Моргаушская” чăх-чĕп фабрики (директорĕ Н.Г. Ванеркин), “Моргаушагропромхими” предприяти (ертÿçи В.М. Пушкин) тата ЧР “Хлебопродукт” патшалăх унитарлă предприяти директорĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ А.И. Федотов. Район администрацийĕн пуçлăхне В.И. Вязова та пире самана таппипе тан пыма пулăшнăшăн тысăк тав. Район çыннисене вара библиотекăсене çĕнĕ кĕнекесемпе паллашма хапăл тусах кĕтетпĕр.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
429530, с.Моргауши, ул.Мира, д.6
Телефон: 8(83541) 62-58-81, 62-2-36, 62-1-34
Факс: 8(83541) 62-1-64
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика